02 октября 2013 г.
СПОРТ ăмăртăвĕсенче тупăшни туслăха çирĕплетме те пулăшать. Кун пек чухне кам çĕнтерни пĕлтерĕш-лех те мар – пĕр-пĕринпе паллашса туслашни паха, пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Палăртма кăмăллă: юлашки çулсенче районта баскетбол та вăй илсех пырать, спортăн ку енĕпе тăтăшах тĕрлĕрен турнирсемпе ăмăртусем пулса иртеççĕ.
Иртнĕ кунсенче кăна-ха, акă, Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул команди Патирек шкулĕнчи баскетболистсен командине йышăнчĕ. Мĕн калăн ĕнтĕ: килте стенасем те пулăшаççĕ теççĕ вĕт. Хальхинче те кил хуçисем хăнасенчен вăйлăрах пулни палăрчĕ: хĕр ачасен, арçын ачасен командисем те хăйсен ăсталăхĕпе палăрчĕç.
Вăйăсем хыççăн чи лайăх вылякансене те палăртрĕç. Вĕсем – А.Камалетдиновпа А.Альда (Патирек) тата П.Ильинпа К.Бакланова (Анат Чаткас).
Н.ЗЫКОВ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"