Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чарăнман-ха ĕç хирте

18 сентября 2013 г.

Черетлĕ çаврăм тунă хыççăн та «Мир» хуçалăх механизаторĕ А.Долгов чарăнса тăрасшăн пулмарĕ. Ăнланма пулать: кĕр тыррисене акакан ĕçе хăвăртрах вĕçлес, уяр çанталăкпа усă курса юлас килет. Вăхăчĕ те васкатать вĕт. Эпир хаçатран ятарласа килни çеç ÿкĕте кĕртме май пачĕ ăна.

– Кĕрхи тулă акатăп, - терĕ Александр Николаевич. – Кăçал çĕнĕ йышши «Агростор» комплекс шанса пачĕç. Çĕрне те хăех хатĕрлет вăл, акать те, лаптăка катоксемпе те пусăрăнтарать – пĕтĕмлетсе каласан, пĕр вăхăтрах виçĕ операци пурнăçлать. Çавăнпах ĕç тухăçлăхĕ те пысăк. Сеяльщиксем те кирлĕ мар.

Тепĕр агрегат та хутшăнать акана. М.Фахрутдиновăн МТЗ тракторĕ çаклатнă «Амазоне» сеялка хыççăн юлакан гектарсен шучĕ те ÿссех пырать.

– Кăçал кĕрхи культурăсене палăртнинчен кая мар акса хăварасах тетпĕр, – калаçăва хутшăнчĕ хуçалăх ертÿçи З.Афиятуллов. – 100 гектар акмалăх тулă вăрлăхĕ элита шутланать. Вăл – Безенкгчукский сорт, ыттисем – Мироновская, Московская. Ыраш вăрлăхĕ те пахалăхлă пулчĕ.

Вăл каланă тăрăх кĕрхи тулă 700 гектар пулмалла, 300 гектар ытла акнă та ĕнтĕ. 130 гектар çинчи ыраш та кĕçех шăтса тухмалла, «ешĕл кавир» куçа илĕртме тытăнмалла.

Акаçăсем каланă тăрăх, ĕç хăвăртлăхĕ вăрлăха вăхăтра турттарса тăнинчен те нумай килет. Кун пирки А.Команов водителе пĕр ÿпкев те çук. Р.Низамовпа Д.Билалов заправщиксем те тăрăшуллă.

Хуçалăхра çитес çул тĕрлĕ культурăсене акма 500 гектар çĕр хатĕ-рленĕ. Ку ĕç халĕ те чарăнса ларман: З.Фахрутдиновпа Р.Хафизов трактористсем БДМ–2,4 дисклă сÿ- ресемпе çĕре кăпкалатаççĕ. Пахалăха начар теме çук.

Хуçалăх ертÿçисем ĕçлекенсемшĕн те самаях тăрăшаççĕ, çын факторне тĕпе хураççĕ. Кĕр акине хутшăнакансене хиртех икĕ хутчен вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. М.Вахитова повар килсе çитсен таврана туххăмрах тутлă яшка шăрши сарăлчĕ...

В.МИХАЙЛОВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика