11 сентября 2013 г.
Чăваш Республикинчи культурăпа кану учрежденийĕсен ĕç-хĕлне лайăхлатас тĕллевпе вĕсен хушшинче 2007 çултанпа конкурс йĕркелеççĕ.
Çак конкурсра çĕнтернĕ учрежденисене республика бюджечĕн укçипе хальхи техника хатĕрĕсемпе (çутă, сасă, видеопроекци оборудованийĕсемпе, компьютерсемпе, принтер-сканерпа) тивĕçтереççĕ, юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. Кăçал йĕркеленĕ конкурса 21 районти тата 2 хулари 60 учреждени хутшăннă. Сумлă комисси заявка тăратнисенчен чи лайăх 18 учреждение суйласа илнĕ. Палтиел ял тăрăхĕн культурăпа кану центрĕ (директорĕ Татьяна Долгова) «Нумай профильлĕ учрежденисем (клуб-библиотека-музей) хушшинчи чи лайăх муниципаллă культура учрежденийĕ» номинацири çĕнтерÿçĕсенчен пĕри пулса тăнă.
Палтиелĕнчи культура учрежденийĕ çуллен ăнăçлă ĕçлесе пырать, лайăх кăтартусемпе палăрса тăрать. Культура ĕçченĕсем ял-йыш канăвне тивĕçлĕ шайра йĕркелессишĕн, творчество пултарулăхне малалла аталантарассишĕн, тавра курăмне ÿстерессишĕн çине тăрса ĕçлеççĕ. Ахальтен мар кăçалхи республика конкурсĕн çĕнтерÿçи пулса тăнă та ĕнтĕ ялти культура учрежденийĕ.
Хальхи вăхăтра учреждени модернизаци никĕсĕ çине куçма хатĕрленет. Кунта юсав ĕçĕсем пыраççĕ, вĕсене культура ĕçченĕсем хăйсемех пурнăçлаççĕ. Çак кунсенче компьтер техники кÿнĕ. Вырăнти бюджет укçипе сĕтел-пукан туяннă. Çĕнĕ стендсем те тума пуçланă.
Палтиелĕнчи культура ĕçченĕсене республикăри конкурс çĕнтерÿçисен йышне кĕнĕ ятпа ăшшăн саламлатпăр, ĕçре çĕнĕ ÿсĕмсем сунатпăр. Творчество хавхаланăвĕ яланах сирĕнпе пĕрле пултăр!
А.ПЕТРОВА,
районти организаципе методика центрĕн ертÿçи.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"