25 мая 2013 г.
Палтиел ялĕнче пурăнакан чăваш арçыннисенчен чи ватти – «Хисеп Палли» орден кавалерĕ, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята тивĕçнĕ А.Якушов. Александр Федорович хăйĕн пурнăçне хĕрÿ ĕçре ирттернĕ, 40 çул тракторпа ĕçленĕ.
Ялти шкулта 7 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Шăмăршăра тракториста вĕреннĕ. Пĕрремĕш «хурçă учĕ» унăн газогенераторлă трактор пулнă, ăна икĕ çул уй-хир тăрăх чуптарнă. Унтан НАТИпе ака-суха ĕçне пуçăннă. Каярах кăна çĕнĕ йышши тракторпа ĕçленĕ.
Паллах, вăрçă умĕн çуралнă ачасен кун-çулĕ çăмăл пулнă теме çук. Нуша-тертне нумай курнă вĕсем. Йывăрлăхсем пуç çийĕнчи хура пĕлĕт пекех çакăнса тăнă. Апла пулсан та чăтнă. 1925 çулта çуралнă Санька тетешĕн те çаплах пулнă. Вăрçă çулĕ-сенче вăл Улатăрти аэродромра хĕсметре тăнă. Кайран, мирлĕ пурнăç пуçлансан каллех «хурçă утне» чуптарма пикеннĕ.
Ĕçчен чăваш ывăлне хăйĕн пекех маттур та правур мăшăр çакланнă. Çакнашкаллине вăл Пуянкассине ĕçлеме ярсан тĕл пулнă. Çамрăксем хушшинче юрату кăвайчĕ хĕмленме пуçланă. 1951 çулта Александрпа Ольга туй кĕрлеттернĕ.
Ольга Мещанован та пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхсе ÿсме тивнĕ. Вăл лашапа суха та тунă, çурлапа тырă та вырнă, Пуянкассинчи «Заря» колхозра ĕнесем те сунă. Нимĕнле ĕçрен те хăраман, нихăçан та ÿркенсе тăман. Качча килсен вара уй-хир бригадинче вăй хунă. Вăрçă çулĕсенче окоп чавма та кайнă, вăрман та каснă.
Пĕр-пĕрне юратса, килĕ-штерсе пурăнакан çемьере тăватă хĕрпе пĕр ывăл çуралнă. Тĕпренчĕкĕсене Якушовсем тивĕçлĕ воспитани парса çĕр-шыва юрăхлă çынсем туса çитĕнтернĕ. Ачисем пурте çемьеллĕ, хăйсен чун юратнă ĕçĕсенче тăрăшаççĕ.
Паянхи кун та Александр Федоровичпа Ольга Григорьевна сывлăхпа çÿреççĕ. Кил-çуртри тата пахчари ĕçсене пурнăçлама вĕсене ачисемпе мăнукĕсем, кĕрÿшĕсемпе кинĕ-сем пулăшаççĕ. Сăмах май каласан, Якушовсене савăнтармалăх йышлă мăнукпа мăнуксен ачисем пур. Çемье несĕлне малалла тăсакансем пурришĕн ватăсем чун-чĕререн хĕпĕртеççĕ.
А.МИХАЙЛОВ.