Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Туслăхра» ачасем те туслă

28 мая 2013 г.

ÇЫННĂН обществăри пурнăçĕ ача садĕнчен пуçланать тесен те юрать. Çавăнпа та ытларах чухне, воспитателĕн кашни ачапа хăйне тĕрĕс, унăн уйрăмлăхне шута илсе ĕçленинчен нумай килет. Шăпах çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ Палтиелĕнчи «Туслăх» ача садĕнчи воспитательсем.

25 ача çÿрет кунта. Пурте вĕсем пĕр ушкăнра пулсан та, çулĕсене кура хăйсен программипе вĕренеççĕ.

– Ача садне тĕрлĕ наци халăхĕ – чăваш, тутар, ирçе – ачисем çÿреççĕ, вĕсем пĕр-пĕ-ринпе яланах килĕштерсе выляççĕ, – тет Люция Рахматуллова «Туслăх» ача сачĕн ертÿçи, – Пирĕн воспитательсем пĕчĕккисемпе тĕрлĕ чĕлхепе калаçаççĕ, çавăнпа мĕн пĕчĕкренех темиçе чĕлхе пĕлсе ÿсеççĕ вĕсем. Чăвашла, тутарла калаçнисĕр пуçне, вырăс чĕлхине те вĕренеççĕ, мĕншĕн тесен вĕрентÿ программисем вырăсла. Тĕрлĕ нациллĕ ачасен хушшинчи туслăх нумай чухне çемьерен килет, енчен те ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕринпе килĕ-штерсе пурăнать пулсан, вĕсен тĕпренчĕкĕсем пĕчĕкренех чĕлхе уйрăмлăхне туймаççĕ.

Ача садĕнчи коллектив пысăках мар. Унта пурĕ 2 воспитатель, 1 воспитательсене пулăшакан, музыка ертÿçи, повар, кастелянша, хуралçă. Пĕр-пĕринпе калаçса, килĕ-штерсе ĕçлеççĕ.

Çулсерен ĕç пахалăхĕ лайăхланса пыни те курăнать. Иртнĕ çулсенче воспитательсем категорисĕр ĕçлеме пултарнă пулсан, паян вĕсем хăйсен пĕлĕвне анлăлатма, ачасене нумай çĕннине вĕрентме тăрăшаççĕ. Юлашки вăхăтра ĕç укçи ÿсни те вĕсене вăй хума хавхалантарса пырать.

«Туслăх» ача садĕнче темиçе юхăмпа (направлени) ĕçлеççĕ:

– шкул çулне çитмен ачасене çут çанталăка упрама вĕрентесси;

– ачаранах тутар, чăваш халăхĕсен йăли-йĕ-ркине хисеплесси.

Ачасем – пирĕн пуласлăх. Малашнехи пурнăç вĕсене мĕнле ăс парса çи- тĕнтернинчен нумай килет. Шăпăрлансем халăха, тăван тавралăха, çуралнă яла, атте-аннене, асатте-асаннене юратаççĕ, хисеплеççĕ пулсан, пулас ăрушăн пăшăрханмалла мар. Çакна ăнланма, чун-чĕрепе туйма тĕрĕс вĕрентеççĕ кунти воспитательсем.

Юрра-ташша та питĕ ăста «Туслăх» ача сачĕн воспитанникĕсем. Вĕсене ялти культурăпа кану центрĕнче иртекен мероприятисенче час-часах курма пулать. Ваттисен çуртне çитсе те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ.

– Сцена çине тухни вĕсемшĕн питĕ усăллă, мĕншĕн тесен кунта ача хăйне çын умĕнче тыткалама вĕренет. Тен, пирĕн ачасем хушшинче пулас артистсем ÿсеççĕ, – тет хаваслăн Татьяна Долгова, Палтиелĕнчи культурăпа кану центрĕн директорĕ. – Унсăр пуçне шăпăрлансем савăнсах библиотекăна çÿреççĕ. Тĕрлĕрен юмах, калавсем итлеме юратаççĕ. Вĕсен хушшинче интереслĕ ыйтусем параканни те пур. Лаша пуласси тихаранах паллă тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ваттисем. Ачасем мĕнпе кăсăкланни тÿрех паллă. Ку, паллах, çемьерен те нумай килет, çав вăхăтрах воспитательсен тÿпи те пысăк.

Воспитательсене ачасен ашшĕ-амăшĕ ăнланса, пулăшса пырать. Мероприяти е конкурс ирттермелле пулсан та вĕсем кунта васкаççĕ, пур енлĕ пулăшу параççĕ. Ахальтен мар пуль ялти тĕрлĕ наци çынни пурăнакан ача садне «Туслăх» ят панă. Ячĕ тÿрремĕ-нех кунта пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура пулнине çирĕплетет.

А. ЛАРШНИКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика