Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Палтиелĕнче – семинар-канашлу

12 декабря 2012 г.

РАЙОНĂН социаллă тата экономика аталанăвĕ пурне те кăсăклантарать. Ку тĕлĕшпе пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вырăнсене тухса ятарлă семинар-канашлусем ирттересси шăпах çакăнпа çыхăннă.

Иртнĕ шăмат кун вăл Палтиел ял поселенийĕнче пулса иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев, район пуçлăхĕ М.Хамдеев, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕсем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Семинар-канашлăва хутшăннисем пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕнче, ача сачĕнче, "Мир" ЗАОн выльăх-чĕрлĕх ферминче, шкулта, Культура çурчĕпе библиотекăра, тăлăх ачасен икĕ çуртĕнче пулса курчĕç, "Мир" ЗАОра тата хăш-пĕр уйрăм хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхе мĕнле тăрантарнипе паллашрĕç. Хуçалăх ертÿçи З.Афиятуллов каланă тăрăх, палтиелсем вун пĕр уйăхра 40 тонна аш-какай, 381 тонна сĕт туса илнĕ. Çак хушăра кашни ĕне 3810 килограмм сĕт антарнă. Хуçалăхра халĕ 145 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 114 сысна. Сурăхсемпе лашасем те пур. Çамрăк выльăхсем илес, выльăхсен ÿт хушаслăхĕпе те кăтартусем начар мар.

Ял поселенийĕнче Э.Хайбулловăн, И.Гималтдиновăн, И.Азизовăн килти хушма хуçалăхĕсем – чи лайăххисем. И.Гималтдинов, сăмахран, районта чи малтан страуссем усрама пуçланă. Хуçалăхра ĕнесемпе пăрусем те пур. Э.Хайбулловпа И.Азизов вара мăйракаллă шултра выльăхсем, сурăхсем тытаççĕ. Вĕсем ĕнесене машинăпа сăвассине йĕркеленĕ.

Кăçал кунта икĕ тăлăх ачана пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ.

Ялти шкулта халĕ 160 ача пĕлÿ илет, вĕсене 25 учитель вĕрентет. Вĕренÿ системине модернизацилес тата пилотлă проекта пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе 2653,8 пин тенкĕ укçа уйăрнă.

Семинар-канашлăва хутшăннисене Культура çуртĕнче ял поселенийĕн пуçлăхĕ К.Сейфутдинов ял поселенийĕн экономикăпа социаллă аталанăвĕпе паллаштарнă. Вăл каланă тăрăх, поселенире – 678 хуçалăх, 2118 çын пурăнать. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Никифоров районти агропромышленноç комплексĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, çитес çулхи тĕллевсемпе паллаштарнă. Семинар-канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев пĕтĕмлетнĕ.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика