Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуркуннерен – кĕркуннеччен

31 октября 2012 г.

Çуркунне çитсен тăри сассиллĕ уй-хир хресчене ĕçе йыхравлать: "Ас тăвăр, кая ан юлăр", – тет. Патирексем вара пур ĕçе те вăхăтра тума хăнăхнă. Пĕр пуçланă ĕç кĕркуннечченех, "чĕпсене шутличченех" тăсăлать. Çакăнпа "Искра" СХПК ертÿçи, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ М.Хамдеев та килĕшет.

– Ахаль ларма вăхăт çук, – тет "Искра" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕн ертÿçи Менир Хазянзанович. – Çур акине пуçлама кăçал Владимир Скворцова шантăмăр. Пĕрчĕллĕ культурăсен пысăк пайне шăпах вăл акса хăварчĕ. Вăрлăхсене турттарнă çĕрте Реис Тарамасов маттур пулчĕ, Марс Хуснутдинов, Ильнур Сатдинов, Наиль Азизов сеяльщиксем те хастарлăхпа палăрчĕç.

– "Çĕр çăкăрĕ" пирки калас пулсан;

– Минераллă удобренисемпе май килнĕ таран туллин усă курма тăрăшрăмăр. Çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе те чăрмавсем пулмарĕç. Малтанах тĕплĕн юсаса хатĕрленĕрен техника, агрегатсем те тухăçлă ĕçлерĕç.

– Менир Хасянзанович, çуралнă ачана та пĕлсе пăхмалла теççĕ те-ха...

– Ăна кăна мар, ял хуçалăх культурисене те. Уйрăмах вĕсем шăтса тухса ÿссе çитĕннĕ вăхăтра. Хуçалăхра çак ĕçе нихăш çул та тимлĕхсĕр хăварман. Кăçал та калчасене сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа чир-чĕртен, çум курăксенчен хÿтĕлесе вăхăтра хими препарачĕсемпе гербицидсем сапса хăвартăмăр. Çавна пулах 800 гектара яхăн çинчи тыр-пул начар мар çитĕнчĕ.

– Паллах, механизаторсем, уйрăмах комбайнерсем, çĕнĕ тухăç ĕлкĕрессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

– Епле-ха унсăрăн; Кашниех кĕлетсем тулли пулччăр темест-и вара; Кашни пĕрчĕ – хресчен тарĕ. Вырмара хăйĕн "ДОН"комбайнне чи малтан Реис Тарамасов илсе тухрĕ, хуçалăхра пуринчен те ытларах тырă çапса тĕшĕлерĕ. Çавăн пекех Виталий Цыгановăн "Ниви" те бункер хыççăн бункер тырă пушатрĕ. Пĕтĕмлетсе шутласан, пурĕ вун пилĕк пин центнера яхăн тырă пухса кĕртрĕмĕр. Тухăçа та хурламаллах мар. Çĕнĕ тухăçа хиртен йĕтем çине турттарнă çĕрте Сергей Захаровпа Денис Федотов палăрчĕç, рейс хыççăн рейс турĕç.

– Менир Хазянзанович, йĕтем пирки асăнтăр-ха та...

– Кунта ĕç вĕресе çеç тăчĕ темелле. Владимир Балянин йĕтем заведующийĕнчен те килчĕ çакă. Тырă тасатса сортлакан агрегатсене Рестем Емдиханов, Керимулла Еремеев кăлтăксăр ĕçлеттерчĕç. Çавна пулах пÿлмесене паха тырă кĕчĕ, вăрлăхсене те ытлашшипех – çĕр çирĕм процент таранах хывса хăвартăмăр.

– Вырма хыççăн – кĕр аки...

– Пушаннă лаптăксене çийĕнчех ĕçе кĕртсе пыма, кĕр тыррисем акма хатĕрлеме тытăнтăмăр. Минислам Тизяковăн К-700 тракторĕ ир пуçласа каçчен ĕçлерĕ. Кăçал та палăртнă чухлех çĕртме сухи туса хăвартăмăр. Улăма та вăхăтлă пуçтарнă, выльăх-чĕрлĕх апатне те палăртнинчен ытларах янтăласа хăварма май килчĕ.

Кĕр аки тенĕрен, кăçал 240 гектар кĕрхи тулă акрăмăр. Мерван Фахрутдинов механизатор хыçа хăварнă гектарсем çинче халĕ уçăм чуна савăнтарса ешерет. Тухăç çитес çул та лайăх, кĕлетсем тулли пуласси халех иккĕлентермест. Калчасем ăнăçлă хĕл каçчĕр çеç.

– Юлашкинчен мĕн каланă пулăттăр, Менир Хасянзанович;

– Кашни уй-хир, ферма ĕçченнех тăрăшса ĕçленĕшĕн, пире вĕрентсе, ăс парса пыракансене чун-чĕререн тав тăвас килет. Хаçатра вырăн панипе уса курса, район пуçлăхĕ пулнă май, районти ял хуçалăх ĕçченĕсене вĕсен профессиллĕ уявĕ ячĕпе саламлатăп, малашне те ĕçре пысăк çитĕнÿсем, ÿсĕмсем сунатăп.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика