Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунта – илемлĕ те таса

19 сентября 2012 г.

Районти шкулсенче юсав ĕçĕсене ирттерме, оборудованисем туянма республикăри тата районти бюджетсенчен 70 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕрен Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта юсав ĕçĕсем ирттерме 2062,2 пин тенкĕ кайнă. Çавăн пекех пилотлă проекта тĕпе хурса ку шкула 591,6 пин тенкĕ панă. Пĕрре пăхсан хисеп пысăк курăнать, анчах ĕç пуçарсан нимĕн чухлĕ те маррине ăнланатăн. Çук, тĕллевсĕр пĕтмен укçа-тенкĕ. Унпа туллин усă курнă, юсав ĕçĕсем пурнăçланă.

Палтиелĕнчи шкул таçтанах курăнса ларать. Виçĕ хутлăскер яланах ачасене кĕтме хатĕр. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче (паллах, кивĕ шкула) ăс пухма çак шкула кÿршĕллĕ ялсенчен те йышлăн çÿренĕ. Мĕншĕн тесен кунта вăтам пĕлÿ паракан шкул пулнă. Каярах та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Халĕ вăл çав тăрăхри ялсемшĕн (Патирек, Хайпăла, Анат Чаткас, Тури Чаткас ялĕсемшĕн) пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул. Шăпах асăннă ялсенчи вĕренекенсем 10-11 классенче çакăнта вĕренеççĕ.

Шкулта тирпейлĕ те хăтлă. Классем çутă, вĕсенче юсав ĕçĕсем иртнĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулне тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вĕренÿ çурчĕн таврашĕ те илемпе, тасалăхпа палăрса тăрать. Тĕрлĕрен тĕслĕ чечексем куçа илĕртеççĕ, çитĕннĕ пахча çимĕç те чуна савăнтарать. Çак вак ĕçсене кунта вăй хуракансемпе вĕренекенсемех пурнăçлама пултарнă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче те шкул хăйĕн ачисемсĕр тунсăхласа ларман, вĕсем валли ĕç тупăнсах тăнă.

– Пысăк ĕçсем пурнăçланă Палтиел шкулĕнче. Çакăн пирки пĕр иккĕленмесĕрех калама пулать, – ăнлантарчĕ шкул директорĕ Рудислав Сорокин. Каларĕ çеç мар, тунă ĕçсене кăтартса çÿрерĕ. Курмаллăх, тĕлĕнмеллĕх пур вара.

– Чи малтанах çи виттине улăштарассипе ĕçлеме пуçларăмăр, – сăмаха малалла тăсрĕ Рудислав Петрович. – Уяр та ăшă çанталăкра çакна пурнăçланинчен ырри çуккине лайăх пĕлетпĕр-çке. Çав вăхăтрах коридорсенче те юсав тытăнтăмăр. Вĕсен урайĕсене плитасем сарса çĕнетрĕмĕр, стенасене якатрăмăр. Пăхма хăрушă пулнă акт залне те çĕнĕ сăн кĕртрĕмĕр. Халĕ кунта шкулти пур мероприятие те ирттерме пулать.

Директор сăмахĕсене хирĕçлесе пĕр сăмах та калаймăн. Чăнах, акт залĕ сăрă тĕсĕпе, çĕнĕ чÿречесемпе те кăмăла çĕклет. Коридорти яка урай та, спорт залти юсав та çурта çĕнĕлĕх сĕмĕ кĕртнĕ. Физкультура урокĕсем хыççăн çăвăнма ачасем валли душ пÿлĕмĕсене те хута янă. Чаплă алăксемпе те пуянланнă шкул. Столовăйран та пăрăнса иртмен. Шел, кунти оборудование çеç хальлĕхе çĕнетме май килмен.

Шкул автобусĕ те çĕнни. Вăл яка, тикĕс çулпала кÿршĕри ялсенчен вĕренме килекенсем патне "чуптарать". Районта иртекен конкурссемпе мероприятисене, спорт ăмăртăвĕсене тухса çÿреме те май пур. Техника кăлтăксăр, юсавлă çеç ĕçлетĕр.

– Пирĕн шкулта пурĕ 40 çын вăй хурать, вĕсенчен 24 вĕрентекен, – пĕтĕмлетрĕ Рудислав Сорокин. – Килĕштерсе ĕçлетпĕр, пĕр-пĕрне пулăшса пыратпăр. Вĕрентекенсем ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ парассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Умра – пĕр тĕллев, вĕренекенсене пĕлÿ тата тивĕçлĕ воспитани парасси. Ку енĕпе Палитиелсем лайăх ĕçлессе шанмалли кăна юлать. Урăхла пулма та пултараймасть. Ара, кунта вĕренекен чăваш тата тутар ачисем пĕр çемьери пек пурăнаççĕ. Вĕсен туслăхĕ çулсем иртсен те хăватне çухатмасть.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика