15 августа 2012 г.
ТИНĔС, тинĕс, вăйлăрах, умлă-хыçлă хум пăрах..." Аса килчĕç паллă сăвăçăн сăвă йĕркисем акционерсен хупă "Мир" обществăн уй-хирне çитсе чарăнсан. Куçпа виçейми, пăхса ытарайми сарăлса выртать тулă ани. Тулли пучахсем, лăпкă çилĕ вĕрнĕрен, ырă суннăн пуç таяççĕ тейĕн.
Кăçал икĕ пин çурă гектар çинчи тыр-пула пуçтарса кĕртмелле "Мир" обществăра. Паянхи кун тĕлне пĕтĕмĕшле лаптăкăн 60 процентне пухнă та ĕнтĕ. Çанталăк уяр тăнăран уй-хирти ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Сарă "тинĕсре" тăватă карап çÿрет. Тăватă Дон-1500 комбайнсене Агзам Садретдиновпа Данил Невметов, Владимир Актемовпа Мунир Тепитов, Сергей Матвеевпа Владимир Матвеев, Анатолий Матвеев механизаторсем кăлтăксăр ĕçлеттереççĕ.
– Эпĕ комбайнерсемпе, вĕсен пулăшуçисемпе кăмăллă, – пĕлтерет общество ертÿçи Зефер Афиятуллов. – Маттур, пултаруллă, ĕçлеме ÿркенмен çынсем вĕсем. Вăхăтăн кашни сехетнех хĕрÿ ĕçре ирттереççĕ. Кирлĕ-кирлĕ маршăнах чарăнса лармаççĕ. Çакăн пек комбайнерсемпе вырмана вăхăтра вĕçлессе шанатăп.
Хиртен тыр-пула Владимир Паймин, Феймулла Куропаткин ГАЗ-53, Миназим Вахитов Зил-130 автомашинăсемпе йĕтем çине турттараççĕ. Вĕсем машинăсене çил ачипе ăмăртнăн хăвалаççĕ. Вĕсенчен нимĕнле чăрмав та ан пултăр тесе тăрăшаççĕ.
– Кăçалхи çанталăк условийĕсене шута илсен, тыр-пул тухăçне начарах тесе калас килмест, – сăмаха тăсать Зефер Халиуллович. – Гектартан тухăç вăтамран 25 центнерпа танлашать.
Улăма та çийĕнчех пуçтарса пыраççĕ. Ăна Нексум Невметов механизатор МТЗ-80 хыçне çаклатнă преспа рулонсем тăвать. Вĕсене те çийĕнчех ферма таврашне турттарса пыраççĕ. Çавăн пекех ял çыннисене те валеçеççĕ. "Мир" обществăн ертÿçи пĕлтернĕ тăрăх улăм кăçал çителĕклĕ.
– Паллах, ытлашшине вĕтетме тивет. Кĕрхи тырăсене акма валли çĕр хатĕрлемелле-çке, – пытармарĕ З.Афиятуллов.
Çапла, çĕр хатĕрлесси те кунта лайăх пырать. Ку енĕпе Мерван Фахрутдинов ăнăçлă ĕçленине палăртмалла. Васкамасан – кая юлма пулать. Кĕрхи тырăсене çитес кунсенчех акма тухассине те пĕлтерчĕç. Кăçал вĕсене 600 гектар ытла акса хăварма палăртнă.
Ылтăн пек хаклă тырă йĕтем çинче сарăлса выртать. Ăна сортласа тасатакансен бригади ларса канма пĕлмесĕр тăрăшать. Сакăр хĕрарăм йĕтем "хуçи" Эльвик Невметов хушнă ĕçсене çийĕнчех пурнăçлать. Кунтах 5 сортировщик-техник та вăй хурать. Вĕсене те хурласа пĕр сăмах та калаймăн. Йĕтем çинчи тырра кĕлете кĕртме икĕ ГАЗ-53 машина уйăрнă. Вĕсемпе Евгений Пайминпа Ильмир Буданов водительсем тыр-пула турттараççĕ. Ракия Махмутова весовщицăн çаврăнăçулăхĕнчен те тĕлĕнмелли кăна юлать. Вăл утса мар, чупса пурнăçлать хăйĕн тивĕçĕсене.
Ĕçлекенсене вĕри апатпа та тивĕçтереççĕ. Минсире Гимадиевапа Минзатие Вахитова поварсем тутлă яшка-пăтă çитереççĕ, сиплĕ чей ĕçтереççĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"