Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă кĕрленĕ çулсенче

11 апреля 2012 г.

РАЙОН архивĕнче Патирекри "Сталь" колхозăн 1941-1945 çулсенчи пухăвĕсен протоколĕсем упранаççĕ. Шел, ытти колхозсен вăрçă çулĕсенчи докуменчĕсем çук, вĕсем пурте пушарта çунса кайнă.

1941 çулхи пĕрремĕш пухура (вăл февралĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ) икĕ ыйту сÿтсе явнă: Шăмăршăри МТСпа килĕшÿ йĕркелесси тата торф кăларнă çĕре çынсем ярасси.

Ун хыççăнхи пухусенче çур акине хатĕрленсе ирттерес, выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарас ыйтусене сÿтсе явнă, бригадирпа ферма пуçлăхĕн, аслă конюхăн отчечĕсене итленĕ.

Ман алăра – июнĕн 24-мĕшĕнчи пуху протоколĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан икĕ кунтан иртнĕ вăл. Пухура, фашистла Германи пирĕн çĕр-шыв çине вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ май, ял халăхĕ умне тухса тăнă чи çивĕч задачăсене сÿтсе явнă, нихçанхинчен те хастарлăхрах ĕçлесе фронта пулăшмаллине палăртнă. Çĕнĕ председатель суйланă, ытларах сасăпа Давлет Хамдеева шаннă.

Августăн 19-мĕшĕнчи пухура яла эвакуаципе килнĕ çынсене вырнаçтарас, вĕсене ыраш çăнăхĕ тата пĕчĕк ачисем валли колхоз ферминчен сĕт уйăрса парас ыйтусене пăхса тухнă. Вăрçа каякан арçынсен çÿçĕсене шакла кастарма парикмахер штатне туса хунă, çак ĕçе эвакуаципе килнĕ Вера Пьянкована шаннă. Ăна уйăхне 25 ĕç кунĕ çырса пама килĕшсе татăлнă. Ача яслинче ĕçлеме эвакуаципе килнĕ Р.Шемушкевича, столовăйра апат пĕçерме Х.Шнитмана шаннă.

Сентябрĕн 16-мĕшĕнчи пухура та вăрçă ыйтăвĕ тĕп вырăнта тăнă: Хĕрлĕ Çар валли ăшă тумтир пуçтарса памалла. Çавăн пекех фронта 1 тонна тырă, 100 килограмм аш, 32 килограмм çăм, 1000 штук çăмарта, 20 штук сурăх тирĕ ăсатма йышăннă. Кашни колхозниках 100 ĕç кунĕнчен иккĕшне фронта пулăшмашкăн пама пулнă.

Октябрь уявĕ ячĕпе Хĕрлĕ Çарти боецсем валли 17 центнер тырă, 1 центнер типĕтнĕ çĕр улми ăсатнă.

Çапла, хăйсем выçă ларсан та ял çыннисем фронта пулăшма тăрăшнă. Патшалăх займне çырăннă, ăшă япаласемпе апат-çимĕç пуçтарса панă.

1941 çулта район çыннисем фронта 2105 штук сурăх тирĕ, 111 мăшăр кăçатă, 916 килограмм сурăх çăмĕ, 615 мăшăр алса, 700 мăшăр чăлха, 142 çĕлĕк, 6 кĕрĕк, 35 мăшăр ăшă кĕпе-йĕм, 64 мăшăр вырăн хатĕрĕсем, 426 мăшăр пуртенкке парса пулăшнă.

1942 çулхи январьте Оборона фондне 46409 тенкĕ укçа, 62075 тенкĕ чухлĕ займ облигацийĕ, 700 центнер тырă панă. Хĕрлĕ Çар кунĕ тĕлне тата тепĕр парне хатĕрленĕ, 99 посылка ăсатнă. Ялсенче 216 кĕрĕк, 118 тир пиншак, 165 мăшăр тир алса, 468 мăшăр кăçатă, 636 мăшăр çăм чăлха, 734 мăшăр алса, 77 фуфайка, 80 ăшă шăлавар тата ытти япаласем, апат-çимĕç пуçтарса панă. Хĕрлĕ Çар валли танксемпе самолетсем тумашкăн 1 миллион та 468 пин тенкĕ укçа пухнă. Шефа илнĕ госпитальсене, тăшман аллинчен ирĕке кăларнă облаçсенчи ĕç çыннисене пулăшнă.

Арçынсем фронта тухса кайнă май, ялти мĕн пур йывăрлăх хĕрарăмсемпе ачасем тата ватă çынсем çине тиеннĕ. Районта Ольга Юманова, Анна Козлова, Клавдия Бородова (Виçпÿрт Шăмăршă), Александра Миронова, Полина Яковлева (Кивĕ Шăмăршă), Александра Кулакова, Василиса Морозова (Анат Чаткас), Анна Тимагина (Пăчăрлă Пашьел) трактористкăсем пурне те ырă тĕслĕх кăтартнă. Тылра чăн-чăн паттăрлăх кăтартса вăй хунă çĕр-çĕр çын хушаматне илсе кăтартма пулать. Тĕрĕссипе, пурте – фронтшăн, пурте çĕнтерÿшĕн ĕçленĕ.

2547 çын таврăнайман вăрçă хирĕнчен, районти кашни çемьерен тенĕ пекех кам та пулин фронтра е госпитальте вилнĕ. Вĕсен ячĕсене Асăну кĕнекинче тупса вулама пулать. Чи лайăх Асăну кĕнеки вара – халăх чĕри.

Вăрçăра тăшманпа çапăçнисене, тылра çĕнтерÿшĕн паттăрла ĕçленисене, фронтовиксен арăмĕсемпе ачисене – ĕмĕр-ĕмĕр мухтав!

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика