Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсĕм çулĕпе – малалла

28 января 2012 г.

Владимир Путинăн "Известия" хаçатра пичетленнĕ "Раççей чăмăртанать, е Эпир хуравлама тивĕçлĕ кăткăс ыйтусем" статйине сÿтсе яватпăр

В.В. Путин хăйĕн стат-йинче "Раççей нумай енĕпе социализмăн тоталитарлă тытăмĕ арканнă тата Совет Союзĕ саланнă хыççăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕнче кĕрсе ÿкнĕ "ахрат çырминчен" тухрĕ" тесе çырнă. Çак йĕркесемпе эпĕ килĕшетĕп. Аса илер-ха 1990-мĕш çулсене: республикăри вун-вун предприяти йывăрлăха лекрĕ, çынсене ĕç укçи парайми пулчĕç, чылай заводпа колхоз панкрута тухрĕ. Владимир Путин, 2000-2008 çулсенче Раççей Президенчĕ пулнăскер, çĕр-шыва аталану çулĕ çине тăратрĕ. Çакна эпир, ялта пурăнакансем, хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. 1990 çулсенче пенси, пособи, социаллă ытти тÿлеве çынсем вăхăтра илейместчĕç. 2000 çулсенче вара вĕсене кашни уйăхрах пама тытăнчĕç. Хальхи вăхăтра ку енĕпе çивĕч ыйту пачах çук. Хамăр районта та çĕнĕ пĕчĕк предприятисем уçăлаççĕ, çынсем валли ĕç вырăнĕсем пулаççĕ. Фермер хуçалăхĕсем йĕркеленеççĕ. Килти хуçалăха аталантарма ял çыннисене 2006 çултанпа çăмăллăхлă кредит параççĕ. "Вĕрентÿ", "Пурăнмалли çурт-йĕр", "АПК аталанăвĕ", "Сывлăха сыхлас ĕç" наци проекчĕсем ăнăçлă пурнăçа кĕреççĕ.

Кĕскен каласан, çĕр-шыва В.В. Путин ертсе пынă çулсенче пирĕн пурнăçра ырă улшăнусем питĕ нумай пулчĕç. Ялсене çут çанталăк газĕ кĕртни – хăех пысăк çитĕнÿ. Çавăнпа та халăхра В.В. Путинăн авторитечĕ пысăк. Владимир Владимирович çĕр-шыв пĕрлĕхне, экономикине çирĕплетмелли, патшалăхăн тĕнче умĕнчи статусне çĕклемелли çĕнĕ çулсем шырать. Унăн сумĕ пысăк, хăй палăртнине пурнăçлатех. Халăх ăна шанать.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика