Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăн-чăн вĕрентекен

08 октября 2011 г.

"Чăн-чăн учитель вĕренекенсен пурнăçĕпе пурăнать, юратăвне вĕсемшĕн пĕр шелсĕр сапалать", – тенĕ аслă педагогсем вĕрентекен ĕçне хакласа.

Çак сăмахсем Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти историпе обществознани учительне С.К.Хакимовăна тÿрремĕнех пырса тивеççĕ. Чĕрĕк ĕмĕр ытла тимлет вăл халăха вĕрентес ĕç сферинче. Ачасене чун-чĕререн юратса, Раççей тата ют çĕр-шывсен кун-çулĕпе паллаштарать, общество законĕсене ăша илме пулăшать. Пурнăç ыйтнă пек, уроксенче çĕнĕ технологипе анлăн усă курать. Вĕренекенсене тарăннăн шухăшлама, ку е вăл событие хак пама хăнăхтарать. Ĕçлĕ вăйă, çавра сĕтел, коллоквиум формипе иртекен уроксем ачасен ĕçлес тухăçлăхне ÿстереççĕ. Предмет эрнисенче йĕркелекен "Çинçе вăчăра", "Истори кустăрми" йышши вăйăсем, викторинăсем вĕренес кăсăклăха витĕм кÿни сисĕнет. Сания Касимовна вĕренекенĕсем çулсеренех предмет олимпиадисенче çирĕп пĕлÿ кăтартаççĕ. Маларах шкул пĕтернĕ Динар Насыбуллинпа Венера Габитова историпе республика шайĕнче те ăс-хакăл виçнĕ. Лейсен Куропаткина та хăй вăхăтĕнче эрнере пĕр (!) сехет иртекен право урокĕсенче пухнă пĕлĕве республика шайĕнче тĕрĕслеме хăват çитерчĕ: 30 яхăн участникран 7-мĕш вырăна тухрĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Марат Валиев (8 кл.) историпе, Вадим Петров (9 кл.) обществознанипе районта 2-мĕш вырăна çĕнсе илчĕç.

Хакимова вĕренекенĕсем наукăпа практика конференцийĕсенче тĕпчев ĕçĕсене ăнăçлă хÿтĕлеççĕ. Шкул выпускникĕсем - Лилия Габитова районта – 3-мĕш, Марина Чиндарева 2-мĕш вырăнсене тухнă. Çÿлерех асăннă В.Габитовăпа Л.Куропаткина регионсем хушшинче йĕркеленĕ çамрăк тĕпчевçĕсем хушшинче I, II вырăнсене çĕнсе илнĕ. Халĕ 10 класра вĕренекен Кристина Долгова та – чăн-чăн тĕпчевçĕ. "Ман çемье историйĕ" проектпа республикăри кадетсен хушшинче иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Район шайĕнче "Мухтава тивĕçнĕ паттăрлăх" ятпа ирттернĕ çарпа истори вулавĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Республикăри телерадиокомпани йĕркеленĕ "Этем шăпи" темăллă сочиненисен конкурсĕнче К.Долгова виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Пĕтĕм Союзри III-мĕш Интернет-вăйăра (ăна çĕр-шывăмăрти герой-хуласене халалланă) пĕлтĕр Алена Стратилатова тăваттăмĕш пулчĕ. "Ылтăн руно" ятлă Пĕтĕм Раççейри IX-мĕш конкурс -вăйăра Кристина Кузьмина (9 кл.) Раççейре мала тухни те вĕрентекене чыс кÿрет.

Хăйĕнчен те, ачасенчен те çирĕп ыйтни ÿсĕм тума пулăшатех". Ачаранах ашшĕ-амăшĕ çирĕп ыйтнине хăнăхса çитнĕ Сания Сабитова. Шăмăршă вăрман хуçалăхĕнче водительте вăй хунă Касим Каюмович, кунтах рабочи пулса ĕçленĕ Минихаять Ахметшиновна ĕç ветеранĕсем виçĕ хĕрне те ĕçченлĕхе, йĕркелĕхе вĕрентнĕ. Сания икĕ йăмăкĕшĕн те ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Шăмăршăри вăтам шкулта "4" тата "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă вăл. Çăмăл атлетика, баскетбол енĕпе шкул тата район чысне тăтăшах хÿтĕленĕ. (Халĕ те пĕр ăмăртуран та юлмасть!). Шкулти комсомол организацийĕн секретарĕн тивĕçĕсене тулли яваплăхпа пурнăçланă.

Çирĕп дисциплинăллă, мал ĕмĕтлĕ хĕр 1979 çулта, асăннă шкула вĕренсе пĕтерсен, Костромари патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕрет. 1984 çулта "Историпе обществознани учителĕ", "воспитани ĕçĕн методисчĕ" специальноçсене алла илнине çирĕплетекен дипломпа Шăмăршăри Пионерсен керменĕн директорĕнче тимлеме пуçланă. Çав вăхăтрах Виçпÿрт Шăмăршăри 8 çул вĕренмелли шкулта урок ирттернĕ. Икĕ çултан, Палтиел каччипе Ферхать Хакимовпа пĕр çемье çавăрсан, ку яла куçса килет, шкула вырнаçать.

... Хисеплеççĕ С.К. Хакимовăна Палтиелĕнче. Ял çинче – ырă кăмăлĕшĕн, ĕçре – хастарлăхшăн. Чи хакли – ачасемпе ашшĕ-амăшĕ юратăвĕ. (Сăмах май, вăл чи лайăх класс ертÿçисен йышĕнче).

Çемйинче те Сания Касимовна – шанчăклă мăшăр, чăн-чăн анне, юратнă асанне. Хакимовсен икĕ ывăл. Асли – Равиль – Ульяновскри аслă çыхăну çар училищи пĕтернĕ хыççăн Мускавра çар тивĕçне пурнăçлать. Лейтенант, çыхăну инженерĕ. Çемьеллĕ, ачаллă. Рашид 10 класра вĕренет. Питĕ тăрăшуллă: вĕренÿ ударникĕ, спортсмен. Кадет класĕн командирĕ те пулчĕ вăл. Пиччĕшĕ пекех, çар ĕçĕпе кăсăкланать, офицер пуласшăн. Ферхать Гарефетдинович Мускава вахта мелĕпе ĕçе çÿренĕрен, амăшне килти хуçалăхра пысăк пулăшу парать.

"Ывăлăмăрсене пур енлĕ аталанма, чăн-чăн çын пулма мĕн пур услови туса паратпăр, анчах та иртĕхтерместпĕр", – теççĕ Хакимовсем.

Вĕрентÿпе воспитанире те çакна тĕпе хурать Сания Касимовна. Ахальтен мар ÿсĕм çулĕпе утăмлать. Район администрацийĕн, Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисем чăн-чăн Вĕрентекенĕн ĕçри çитĕнĕвне чăннипех çирĕплетеççĕ. Çапла, вăй-хала, ăс-хакăла, чун-чĕре ăшшине хĕрхенменни пархатарлăхпа таврăнать.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика