Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Энерги ресурсне перекетлер, тухăçлă ĕçлер

10 марта 2011 г.

Пытармалли çук, халĕ нумай хуçалăхра техника кивĕ, сахал лаша вăйлĕ. Çавна пулах çур акипе вырма вăраха тăсăлаççĕ, техника çĕмĕрĕлсен саппас пайсем шыраса халтан каятăн, юсаса хаклă вăхăта сая яратăн. Энерги ресурсне перекетлекен техника туянма тăрăшмалла. Вăл харăсах темиçе ĕç пурнăçлать, 4-5 трактора улăштарать. Çакăн пек пĕр-икĕ тракторпа сарлакан илекен агрегат кăкарса çур акине йышлă техникăллă хуçалăхран маларах вĕçлеме пулать. Сахал хăватлă тата йышлă техника çунтармалли-сĕрмелли материал нумай пĕтерет. Энерги перекетлекенни, паллах, сахал. Топливо вара çуллен хакланать. Паянхи технологи 1 килограмм дизтопливăпа 2-3 килограмм тырă туса илме çеç май парать, технологие йăлт çĕнетсен кăтарту _ 7-9 килограма çитет. Ресурс перекетлекен трактор СШАра е Германире çеç мар, Раççейре те пур. Новосибирск хулинче "Обь-4ЗТ" агрегат туса кăлараççĕ. Вăл пĕрре кайнă чухнех çĕре кăпкалатать, çум курăка тымарĕпе касса пуçтарать, вăрлăх акать, минерал удобренийĕ сапать, тăпрана тикĕслесе пусăрăнтарать. 2015 çул тĕлне районта ресурс перекетлекен технологипе тыр-пулăн 80 процентне, çĕр улмин 100 процентне туса илме тытăнмалла. Ку чухнехи пурнăç ыйтăвне тивĕçтерекен шăвармалли машинăсем те туянма тăрăшасчĕ.Федерацин лизинг фондĕнче улшăнусем пулчĕç. Унччен техника туянма чăн хакăн 7 процентне малтан тỹлемеллеччĕ. Халĕ ăна илнĕ хыççăн 12 уйăх иртсен тин пĕрремĕш тỹлев хывмалла, унăн вăхăтне 10-ран 15 çула тăснă. Машина, сĕт сумалли, шăвармалли, насус станцийĕн аппарачĕсене туянма кредит килĕшĕвĕ тунисене тỹлевĕн пĕр пайне татма патшалăх пулăшать.

 В.ЗАХАРОВ, инженер.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика