Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вилсен ỹтĕме тăван çĕре пытарăр"...

21 февраля 2011 г.

 

 АСЛĂ АТТЕЛĔХ вăрçин хаяр çулĕсем... Ытти арçынсем пекех, Палтиелĕнчи Тефитулла Хамидуллов та хăйĕн юратнă мăшăрне,ывăлĕпе хĕрне чуп тунă та фронта тухса кайнă. Хăйĕн çемйине виç кĕтеслĕ çырусем çырсах тăнă хĕрлĕармеец, арăмĕпе ачисемшĕн питĕ тунсăхлани пирки хыпарланă. Нимĕç-фашист çарĕсене çапса аркатсанах киле таврăнма шантарнă. 1942 çулта Хамидулловсен çемйине черетлĕ çыру килнĕ. Анчах хальхинче унта чун-чĕрене пăр пек шăнтакан сăмахсем çырса янă, Хамидуллов салтак вăрçă хирĕнче пĕр хыпарсăр çухални пирки пĕлтернĕ çар штабĕнчен. Ялти ытти вун-вун çемье евĕрлех, Хамидулловсем вĕри куççуле шăлса, кăмăла хытарса пурнăç çулĕпе малалла талпăннă, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма тăрăшнă. Инкек çине инкек тенешкел, кил хуçи арăмĕн сывлăхĕ ерипен-ерипен хавшаса пынă, часах ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă... Сĕм-тăлăха юлнă тăххăр-вуннăри арçын ачапа хĕр ача республикăри ача çурчĕсенчен пĕринче пурăнма пуçланă... Хĕр пĕвне кĕрсен Гельфания Хамидуллова тутар йĕкĕтне качча тухнă. Туслă çемье Алтай тăрăхĕнчи Барнаул çывăхĕнчи ялта тĕпленсе пурăннă. Çамрăксем пĕр-пĕрне питĕ юратнă, виçĕ ача çуратнă. Çулсем сисĕнмесĕрех хыçа юлса пынă. Ачасем ỹссе çитĕнсе çемье çавăрнă, хăйсем те ача-пăчаллă пулнă. Гельфания, ĕçчен те сăпайлă хĕрарăм, пенсие тухичченех больницăра санитаркăра тăрăшнă. Питĕ шел, Гельфаниян мăшăрĕ, хăйне арăмĕ питĕ лайăх пăхса тата пысăк хисепе хурса пурăннă пулсан та, кĕтмен çĕртен тăтăш чирлеме пуçланă, темиçе çултан вăхăтсăр çĕре кĕнĕ... Гельфания Хамидуллова, 1934 çулта çуралнăскер, аякри вырăнта ĕмĕрĕпех тăван Палтиел тăрăхĕшĕн тунсăхласа пурăннă. Çамрăкрах чухне мăшăрĕпе пĕрле темиçе хутчен те çуралнă яла килсе кайма шутланă пулнă вăл, анчах палăртнă вăхăтра кашнийĕнчех чăрмав сиксе тухнă. Кайран вара çула тухма билет хакĕ пысăкланнă... Хăйĕн çутă ĕмĕтне пурнăçлаймасăрах, ачалăх куçĕпе хитрен ỹкерĕнсе юлнă тăван тăрăха тепре килсе кураймасăрах Палтиел хĕрарăмĕ аякри вырăнта нумаях пулмась пурнăçран уйрăлса кайнă... Çак кунсенче Палтиел ял поселенийĕн администраци çуртĕнче телефон аппарачĕ вăрăммăн шăнкăртатса илчĕ. Телефон трубкине алла илсен Барнаул çывăхĕнче пурăнакан тутар хĕрарăмĕ калаçни палăрчĕ. Венерăн амăшĕ, Палтиелĕнче çуралнă Гельфания Хамидуллова, 75 çул тултарнăскер, вилсе кайнă-мĕн. Ватă хĕрарăм вилес умĕн хăйне Шăмăршă тăрăхĕнчи тăван ялне _ Палтиелне илсе килсе пытарма ыйтнă иккен. Венера ял пуçлăхне Кешафетдин Сейфутдинова ку ыйтупа пулăшма ыйтрĕ. Ял пуçлăхĕ ăна пур майсемпе те пулăшу пама шантарчĕ. Венера Хамидуллова хăйĕн амăшĕн ỹтне автомашинăпа Палтиелне илсе килчĕ. Кешафетдин Сейфутдинов ватă хĕрарăма мусульмансен йăли-йĕркипе сумлăн пытарассине тỹрĕ кăмăлпа йĕркелерĕ. Хĕрарăма юлашки çула ăсатма ял-йыш та пулăшрĕ. "Манăн аннене тăван ялĕнче пытарма пулăшнăшăн, эпĕ Кешафетдин Сейфутдинова тата пĕтĕм ял-йыша чĕререн тав тăватăп, _ терĕ Венера. _ Анне мĕн виличченех Палтиел ялĕ, унăн çыннисем пирки ырăпа аса илетчĕ. Ял çумĕпе юхса выртакан çырма, улăх-çаран, çывăхри хыр вăрманĕн илемлĕхĕ пирки пире, хăйĕн ачисене, тăтăшах каласа паратчĕ. Анне вилес умĕн хăйне çак илемлĕ вырăнта пытарма ыйтрĕ. Унăн ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Халĕ кунта унăн чунĕ канăçлăхра пулнине шанас килет".

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика