Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕвел çатми ăшаланă вĕри пĕрчĕсем

21 июля 2010 г.

 

 

 

_ КĂÇАЛХИ пек начар тухăç урăх нихăçан та ан пултăрччĕ, _ терĕ "Мир" ЗАО комбайнерĕ Агзам Садертдинов, икĕ шитрен те кĕскерех хăмăл çинчи ырхан пучаха сарлака ывăçĕ çине шĕкĕлченĕ май. Пĕрчĕсем те типсе-хытса кайнă, вăрлăх валли юрăхлă пуласси халех шиклентерет. _ Акнăранпа та çумăр пулмарĕ те, ăçтан тухăç кĕтейĕн ĕнтĕ? _ ассăн сывласа сăмахларĕ Агзамăн ĕçри юлташĕ Анатолий Матвеев та. Виçĕ ДОН-1500 комбайнпа пухса кĕртеççĕ Палтиелсем урпана. Агротехника ыйтăвĕсене çирĕп пăхăнса, минерал удобренийĕпе туллин усă курса акнă пулин те, Сахара пуш хирĕнчи пек шăрăхпа типĕ вĕтеленĕ-ăшаланă тыр-пул уйĕ çине пăхма шел. Лаптăкĕ пысăк-ха _ 450 гектар, тухăçĕ гектартан 5-6 центнертан иртмест. _ Тухăç мĕн чухлĕ пулсан та, пирĕн ĕçлемеллех, _ калаçăва хутшăнчĕ Владимир Актемов комбайнер та. _ Тирпейлĕ пухса кĕртмелле, кăçал кашни пĕрчĕ хаклă вĕт-ха. Бункерсем час тулмаççĕ пулин те, темиçе çаврăм тусан автомашина кузовĕ сарăлмалăх тырă пуçтарăнатех. Андрей Юмановпа Минислам Куропаткин водительсем ĕçсĕр лармаççĕ, яра куна йĕтем çине виçшер-тăватшар рейс тăваççех. Кăçал утă-улăм сахал, выльăх-чĕрлĕхе йывăр пуласси халех паллă. "Мир" ЗАОра улăмăн кашни килограмне тирпейлĕ пуçтарса склада упрама хума палăртнă. Вячеслав Чиндарев механизатор улăм тюкланă çĕрте тăрăшса ĕçлет. Çанталăк тỹсме çук шăрăх тăрать, тимĕр çумне алăпа перĕнсен пĕçертсе илет пулин те, механизаторсемпе водительсем тыр-пул уйĕнчен аяккине пăрăнмаççĕ, хăйсен тĕп тивĕçне _ халăха çăкăрпа тивĕçтерессине чăн мала хураççĕ. _ Паян каçхине тырă тасатакан агрегата ĕçлеттерме пуçлатăп, _ пĕлтерчĕ пире йĕтем çинче Керим Невметов машинист. _ Рабочисем пур, шкул ачисене те явăçтаратпăр. Урпа уйĕ пушаннă хыççăн ĕç фрончĕ тулă пуссине куçĕ. 1500 гектар йышăнать вăл, тухăçĕ урпаран та сахалрах пуласран халех пăшăрханаççĕ механизаторсем. Мĕн тăвăн, чĕре ыратсан та çанталăкпа çапăçаймăн. Çакăн пек ĕнтĕ вăл хресчен пурнăçĕ. Йывăр, канăçсăр, тепĕр чух вара ытла та сумсăр...

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика