Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă çемьене медальпе чысларĕç

16 июля 2010 г.

 

 

1958 ÇУЛХИ сентябрĕн 13-мĕшĕнче Палтиел клубĕнче интереслĕ кино пуласси пирки пĕлтерỹ çырса çакнă. Каçхине клуба халăх йышлă пухăннă. Колхоз водителĕ Александр Антонов ял хĕрĕсем хушшинче пĕр палламан хитре хĕре асăрханă. "Таисися Егоровна тесе чĕнеççĕ ăна, _ ăнлантарнă Сашăна юлташĕсем. _ Шупашкарта пединститут пĕтернĕ хыççăн пирĕн шкула вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме янă". Йăрăс пỹ-силлĕ, тĕксĕм çỹçлĕ учительницăна сăнанăçемĕн _ пике унăн чĕрине тỹрех тыткăнланă _ каччăн чунне ырă туйăмсем çупăрланă. Хăюлăх çитерсе, çирĕм иккĕри йĕкĕт Элĕк районĕнчи Анат Юлăш хĕрĕпе паллашнă-паллашнах. Саша кино хыççăн учительницăна хваттерне çитиччен ăсатма ирĕк ыйтнă. Таисия Егоровна хирĕçлемен. Сăпайлă каччăна хĕр хăй те пĕрре курсах килĕштернĕ. Çав каçран пуçласа çамрăксем хушшинче туслăх кĕперĕ хывăннă. Часах, ноябрĕн 8-мĕшĕнче, вĕсем пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Таисия Егоровнăна _ пултаруллă та анлă тавракурăмлă учительницăна _ ачасем те, коллективра та, ял-йышра та килĕштернĕ. Çулран-çул чăтăмлăн ĕçлесе пынă вăл, ачасене тарăн пĕлỹ парассишĕн вăй-халне шеллемен. Техникума е института кĕнĕ чухне вырăс чĕлхипе тата литературипе сочинение выпускниксем ăнăçлă çырни, çак предметпа сăмахпа каласа экзамен тытнă вăхăтра та вĕсем лайăх пĕлỹпе палăрни учительницăна хавхалантарнă. Т.Е. Антонова шкулти тата ялти обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă. Александр Сергеевич 1963 çулта шкулта водитель тата производство вĕрентĕвĕн мастерĕнче вăй хума тытăннă. Чылай çул аварисĕр ĕçленĕ май, милицин ГАИ службин администрацийĕ ăна темиçе хутчен те Грамотăпа наградăланă. Антоновсен туслă çемйинче 2 хĕрпе 3 ывăл çуралнă. Хăйсен ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе ашшĕпе амăшĕ ачисене те ырă тĕслĕх парса тăнă, вĕсене пĕчĕкренех ĕçе юратма, яланах таса чунпа пурăнма, çынсене ырă сунма вĕрентсе ỹстернĕ. Шкулта 32 çул пултаруллăн ĕçленĕ хыççăн _ унăн урокĕсем яланах çỹллĕ методика шайĕнче иртнĕ _ Таисия Егоровна тивĕçлĕ канăва тухнă. Пархатарлă ĕçшĕн ăна "РСФСР халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ" хисеплĕ ят парса чысланă. Кунсăр пуçне ЧАССР Вĕрентỹ министерствин, районти халăха вĕрентес ĕç пайĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Александр Сергеевич, пăтăрмахсăр ĕçленĕ май, районти водительсем хушшинче яланах малтисен шутĕнче пынă. Сумлă ĕçшĕн вăл районти халăха вĕрентес ĕç пайĕн тата Палтиел шкулĕн дирекцийĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Водительте пурĕ 45 çул (!) вăй хунă хыççăн, 1996 çулта, А.С.Антонов пенсие кайнă. Антоновсен ачисенчен иккĕшĕ _ Таньăпа Ирина _ аслă пĕлỹ илнĕскерсем, Шупашкарта тĕпленнĕ, суту-илỹ ĕçĕнче тăрăшаççĕ. Сергей Свердловск облаçĕнче пурăнать. Вăл ашшĕн профессинех суйласа илнĕ, водительте вăй хурать. Саша _ Шăмăршăра, Алексей тăван ялта пурăнаççĕ. Вĕсем те водитель удостоверенине илнĕ, вахта мелĕпе Мускав облаçне ĕçлеме çỹреççĕ. Александр Сергеевичпа Таисия Егоровнăн халĕ 7 мăнук. Вĕсем ватлăхра савăнăç кỹрсе тăраççĕ. Нумаях пулмасть, Раççейри çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче, 52 çул пĕр-пĕрне юратса-хисеплесе пурăнакан Антоновсен çемйине районти Мăшăрлану керменĕнче савăнăçлă лару-тăрура "Юратупа шанчăклăхшăн" медаль парса чысларĕç. Çак ятпа Александр Сергеевичпа Таисия Егоровнăна ачисемпе мăнукĕсем, район администрацийĕн, Палтиел ял поселенийĕн ĕçченĕсем, унччен пĕрле вăй хунă ĕçтешĕсем ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăхпа тулли телей, канлĕ ватлăхпа вăрăм ĕмĕр сунчĕç. Палтиелĕнчи Татьяна Долгова солистка вĕсене хитре юрăсемпе саламларĕ.

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика