20 мая 2010 г.
АСЛĂ Отечественнăй вăрçă пуçлансан ман атте _ Григорий Степанович _ фронта ялтан пиллĕкмĕш тухса кайнă. Унпа пĕрле Николай Захаров, Иван Головинский тата Константин Савельев пулнă. Шел, вĕсене тăван яла _ Палтиеле каялла таврăнма шăпа пỹрмен: вĕсем çапăçу хирĕсенче выртса юлнă. Фронтра аттепе пĕрле хамăр ял çынни Ефим Микасев та пулнă, икĕ уйăхран аманса килне таврăннă. Атте малтанласа Калинин фронтне лекнĕ. Унпа пĕрле хамăр районтан Поляков (Васан), Афанасий Краснов (Ярăслав) пулнă, вĕсем паттăррăн пуç хунă. Атте юлташĕсене хăйĕн аллисемпе çĕр чавса пытарнă. Атте тупăсем патне снаряд турттарса тăнă. Ăна сержант званине панă, отделени командирĕ туса хунă. 1941-1942 çулсенче Г.Паймин сержант Мускав патĕнчи хаяр çапăçусене хутшăннă, каярахпа Великие Луки, Ржев хулисемшĕн çапăçнă. 1944 çул пуçламăшĕнчен вара атте _ 1-мĕш Белорусси фронтĕнче. Кунта вăл оруди командирĕ пулнă, аслă сержант званине илнĕ. Белоруссие фашистсенчен ирĕке кăларнă çĕрте манăн аттен тỹпи те пур. Г.Паймин Варшавăшăн пынă çапăçусенче те палăрнă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн ăна "Варшавăна ирĕке кăларнăшăн" медальпе наградăланă. Йывăр çапăçусемпе вăл Германие çитнĕ, рейхстага штурмланă çĕре хутшăннă. Аттен _ икĕ "Паттăрлăхшăн" медаль. Г.Паймин киле демобилизаци йĕркипе 1945 çулхи август уйăхĕнче таврăннă, тỹрех мирлĕ ĕçе кỹлĕннĕ. Малтанласа Григорий Степанович "Красная звезда" колхозра агротехник-полевод пулса ĕçленĕ, çак ĕçре 1961 çулчченех вăй хунă. Аттене "Хисеплĕ колхозник" тата "Ĕç ветеранĕ" ятсем панă.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"