Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтанатпăр унпа, манмастпăр ăна

30 марта 2010 г.

 

 

 

ЭПĔ Красноармейски районĕнчи Нимĕчкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ. Пурнăç-çулĕ, пыра-киле, мана Çĕнĕ Шăмăршă ялĕн каччипе Геннадий Филипповпа паллаштарчĕ. Çемье çавăртăмăр. Эпĕ "Сельэнергора" шут ĕçĕнче вăй хума пуçларăм, мăшăрăм райпора, топсбытра, МСОра тĕрлĕ должноçсенче вăй хучĕ. Пĕрле виçĕ ывăл пăхса çитĕнтертĕмĕр. Шел, мăшăрăмпа Юрий, Владимир ывăлăмсем вăхăтсăр çĕре кĕчĕç... Кĕçех Аслă Çĕнтерỹ пулнăрăнпа 65 çул çитнине паллă тăватпăр. Манăн мăшăрăн ашшĕ, хунеçе те фронтра юн тăкнăран, унпа вулакансене паллаштарас кăмăл çуралчĕ. Илья Терентьевич Филиппов вăл. 1913 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче Палтиелĕнче, чухăн хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ ман хунеçе. Çамрăклах ашшĕсĕр тăрса юлнăскере, ăна амăшĕ пĕчченех пăхса ỹстернĕ. Йĕкĕт çулне çитсен Илья Çĕнĕ Шăмăршă хĕрĕпе _ Ольга Алексеевна Шамеевапа пĕрлешнĕ. Вăраха пыман çамрăк çемье телейĕ _ ăна фашистла Германи Совет Союзĕ çине вăрă-хурахла тапăнса кĕни татнă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă. 1941 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче И.Филиппов та фронта тухса кайнă. Хăюллă та паттăр салтак пулнă вăл, нимĕç захватчикĕсене хирĕç хăйне шеллемесĕр кĕрешнĕ. Кайран аса илнĕ тăрăх, унăн вилĕмпе те пĕрре çеç мар куçа-куçăн хирĕç тăма тивнĕ _ анчах кашнинчех пурăнас килес туртăм пысăк пулни çĕнтернĕ. Киле тĕрĕс-тĕкелех, тĕрлĕрен наградăсемпе таврăннă вăл. Килте кĕтсе илекен пулман ăна. Амăшĕ хаяр вăрçă çулĕсенче вăхăтсăр вилнĕ пулнă, мăшăрĕ вара хăйĕн ватă амăшне пăхма тăван ялне таврăннă. Мĕн тумалла-ха ĕнерхи салтакăн? Вăл ялти çуртне, хуралтисене сутнă та Çĕнĕ Шăмăрша пурăнма куçса килнĕ. "Новая деревня", кайран çĕнетсе улăштарнă Мичурин ячĕпе хисепленекен колхозсенче вăй хунă. Вăрçă çулĕсем ун сывлăхне те витĕм кỹмесĕр иртмен _ çапăçусенчи сурансем хăйсем çинчен аса илтерсех тăнă. Апла пулин те нăйкăшмастчĕ, пур-çукшăн больница таврашне çỹреме юратмастчĕ хунеçе. Ăста платникчĕ вăл, колхоз лашисене те пăхнă. Тỹрĕ чунлă, сăпайлă çынччĕ Илья Терентьевич. Хăшĕсем юбилей медалĕсемпе вĕçкĕнленме юрататчĕç пулсан, ман хунеçе çапăçури паттăрлăхшăн панă орден-медалĕсене те çакса унта-кунта тухса çỹренине ас тумастăп. Виçĕ орденччĕ унăн: Хĕрлĕ Çăлтăр, Аслă Отечественнăй вăрçăн I степень, III степень Мухтав орденĕсем. Çавăн пекех вăл фронтра "Паттăрлăхшăн", "Берлина илнĕшĕн" тата ытти медальсене те тивĕçнĕ. Унăн наградисене эпĕ паян та çемьери чи хаклă реликви вырăнне хурса сыхласа упратăп, унăн мăнукĕсемпе вĕсен ачисене вăрçă паттăрĕ çинчен тăтăшах каласа паратăп. Шел, кĕске пулчĕ хунеçен пурнăçĕ _ Илья Терентьевич Филиппов 1968 çулхи октябрĕн 9-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупрĕ. Апла пулин те манмастпăр, яланах асра тытатпăр ăна, унпа тивĕçлипе мухтанатпăр.

 

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика