Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтанатпăр санпа, Алена

14 января 2010 г.

 

 

 ПИРĔН районта маттур та пултаруллă çамрăксем нумаййи савăнтарать. Вĕсем район, республика шайĕнчи конкурссенче палăраççĕ, пуçарулăх кăтартаççĕ. Çак кунсенче района тепĕр ырă хыпар çитрĕ. Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта вĕренекен Алена Кузьмина пултаруллă çамрăксен шутне кĕнĕ. РФ Вĕрентỹпе наука министрĕ А.Фурсенко Чăваш Республикинчи хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме Дипломсемпе тата укçан преми парса чысланă. Çак хисепе пирĕн Алена та тивĕçнĕ. Пултаруллă хĕр районта тата республикăра иртекен олимпиадăсен призерĕ, "Созвездие" ташă ушкăнĕн солисчĕ, çул çитмен çамрăксен "Бригантина" ĕç ушкăнĕн бригадирĕ, КВН вылявçи, районти шкул ачисен баскетбол командин вылявçи, волонтер, район тата республика мероприятийĕсене хастар хутшăнаканĕ. А.Кузьминан пултарулăхпа пуçарулăх пухмачĕнче сахал мар çĕнтерỹпе çитĕнỹ. Вăл: _ "Манăн пултарулăх _ 2009" ятпа иртекен ачасемпе çамрăксен обществăлла организацийĕсен лидерĕсен районти тата республикăри конкурссен çĕнтерỹçи; - çул çитмен çамрăксен ĕç бригадисен 2009 çулхи чи лайăх бригадирĕ; - "Çамрăк сасăсем" эстрада юррисен фестивалĕн лауреачĕ; - Владимир хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен "Содружество-2008" фестиваль дипломанчĕ; - районта О.Долгова халалласа ирттернĕ патриотла юрăсен фестивалĕн "Дуэт" номинаци призерĕ; - Республика фестивалĕн тутар юррисемпе ташшисен "Рамазан-2008" фестиваль çĕнтерỹçи; - республикăри ачасемпе çамрăксен ỹнер пултарулăхĕн "Радуга искусств" мероприятине хутшăнаканĕ; - ачасен "Пĕчĕк çеç путене" районти фестивалĕн çĕнтерỹçи; - Республикăри кадетсен Георгиевски пĕрремĕш балĕн призерĕ т.ыт. те. Малашне те А.Кузьминан ĕмĕчĕсем пурнăçланса пырасса шансах тăратпăр. Ăна çĕнĕ çитĕнỹсемпе ăнăçусем сунатпăр.

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика