23 сентября 2009 г.
ПАЛТИЕЛ ял поселенийĕнче пурăнакансем пурте тенĕ пекех выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ. Унсăрăн май та çук: укçа-тенкĕ ыйтăвне çынсем аш-какай, сĕт-çу сутса татса пама тăрăшаççĕ. Патирексем уйрăмах тăрăшуллă ку енĕпе _ кунта пурăнакансем пирки килсерен пĕчĕк кĕтỹ тени пĕрре те йăнăш мар. Камран тĕслĕх илмелли те пур. Акă, Роза Хамдеева хăй кăна виçĕ ĕне, пилĕк пăру, вăтăра яхăн хур, йышлă чăх-чĕп тытать. Вĕллесем те пур унăн. Палтиелĕнче вара ку тĕлĕшпе Хатып Азизов тăрăшуллă. Унăн килкартинче хальхи вăхăтра виçĕ ĕне, пилĕк пăру, пĕр лаша, вунă сурăх. Хур-кăвакалпа чăх-чĕп те йышлă.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"