Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕвере... сăра савăчĕсем

05 сентября 2009 г.

 

ХАЛЬХИ вăхăтра кашни кĕтесре тенĕ пекех тĕрлĕрен тутлă шĕвексем, сăра сутаççĕ. Çынсем вĕсене хапăлласах туянаççĕ. Çакна сивлесшĕн мар-ха эпĕ, сăмах пачах урăххи çинчен. Пушаннă савăтсем унта-кунта йăваланса выртни кăмăла хуçать-çке. Халĕ ялсенче те çỹп-çап тăкмалли контейнерсем пур. Пушă пластик, кĕленче савăтсене мĕншĕн вĕсене пăрахмалла мар-ха? Тепĕр тĕслĕх. Иртнĕ çул Хайпăла ялĕ патĕнчен юхса выртнă çырмана урăх çулпа юхмалла турĕç. Малтан шыв юхнă вырăна вара пĕвеленĕ. Унта _ туллиех таса та тăрă шыв, пулă та сахал мар, çуллахи шăрăх кунсенче ишсе савăнма май пур. Пулă тытма çỹрекенсем те йышлă. Илем _ илемех. Анчах кунта та тарăхтараканни пур: çыран хĕррисенче тĕрлĕрен пушă савăт йăваланса выртать, пластикран тунă сăра савăчĕсем вара шыврах ишеççĕ. Варалас марччĕ тавралăха, ентешсем. Упрасчĕ ун илемне, çитес ăрусем валли сыхласа хăварасчĕ.

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика