Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХИР ПУШАНАТЬ _ ЧУН САВĂНАТЬ

19 августа 2009 г.

 ХĂЙĔН пурнăçĕнче вăтăр пĕрмĕш вырмана ирттерет "Мир" ЗАО тĕп инженерĕ Ильгизер Азизов. Çапла, 1978 çултанпа техника патĕнче вăл. Комбайнпа та, тракторпа та, автомашинăпа та ĕçлеме пултарать, çĕмĕрĕлсен юсама та ăста. Ильгизер Хатыповичăн механизаторсем хушшинче авторитечĕ пысăк, унăн сăмахне яланах итлеççĕ. Тĕп инженерпа УАЗ автомашина çине ларса урпа уйне çул тытрăмăр. Çула май Ильгизер Хатыпович хирти ĕçсемпе паллаштарса пычĕ. 500 гектар çинчи кĕр тыррисене тирпейлĕ пуçтарса кĕртнĕ, тухăç начар мар. "Начар мар" тени, И.Азизов каланă тăрăх, гектар пуçне çирĕм пилĕк центнертан каярах тухнине пĕлтерет иккен. Çирĕм пилĕк центнертан иртсен _ лайăх тухăç, вăтăр центнер _ питĕ лайăх. Урпана пухса кĕртнĕ çĕрте тăватă "Дон" комбайн ĕçлет. Пĕртăван Анатолийпе Сергей Матвеевсем, Агзам Садертдинов тата Владимир Актемов ирхи сывлăм типсен ĕçе пуçăнаççĕ те, каçхине сывлăм ỹкичченех хирте. Хальлĕхе ăмăртура Агзам малта _ ултă пин центнер ытла тырă çапнă. Юлташĕсем те унран юлмаççĕ. Хир пушансах пырать, улăмне çийĕнчех пуçтарнă хыççăн тракторсем кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлеме тытăнаççĕ. Комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырă турттарса тăнă çĕрте ашшĕпе ывăлĕ Пайминсем, Етгер Вахитов тата Андрей Юманов водительсем тăрăшуллă. Хирте ĕçлекенсене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Минсире Гимадиевапа Минзатие Вахитова поварсен ĕçĕпе механизаторсем питĕ кăмăллă. Урпана пухса кĕртнĕ хыççăн комбайнсем тулă уйне куçĕç. Çанталăк уяр тăрсан, пĕр эрнерен мĕнпур тырă йĕтем çинче пулĕ. Комбайнерсем çакна шантарсах каларĕç.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика