Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе чунпа парăнсан

12 ноября 2008 г.

ПАЛТИЕЛĔНЧЕ пурăнакансем, ватти-вĕтти те, Ильгизер Хатыпович Азизова питĕ лайăх пĕлеççĕ. Ялти хисеплĕ, сумлă çын вăл. Çакăн сăлтавĕ те çук мар: кĕçех аллă çул тултараканскер, хăйĕн пурнăçне тăван хуçалăхпа, е, тĕрĕсрех каласан, техникăпа çыхăнтарнă. Ильгизер 1974 çулта ялти вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Алла аттестат илнĕ хыççăн малалла ăçта вĕренме каймалла? Малтанласа вăл колхозра ĕçлет, унтан Тутар Республикинчи Кивĕ Çĕпрелти профтехучилищĕне кайса кĕрет. Мĕншĕн тесен, йĕкĕт мĕн ачаран механизатор пулма ĕмĕтленнĕ. Унтан та ăнăçлă вĕренсе тухать Ильгизер. Çакăнпа çеç çырлахман мал ĕмĕтлĕ йĕкĕт _ Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăхĕн техникумне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Алла диплом иличчен çар хĕсметĕнче салтак пăттине те тутаннă вăл. Сăмах май: йĕкĕт техникумра вĕреннĕ вăхăтрах "Мир" колхозра трактористра ĕçленĕ. Каярахпа И.Азизов çичĕ çул хушши учетчик-заправщик пулса тăрăшнă, "уй-хир карапне" те пĕр çул çеç мар "ишеве" илсе тухнă. Колхозра илнĕ малтанхи ДОН-1500 комбайн штурвалне те шăпах ăна шанса панă. Районти чи лайăх комбайнерсенчен пĕри пулнă Ильгизер. Пĕр çулхине вăл тырçи вăхăтĕнче 13000 центнер тырă çапса тĕшĕлеме пултарнă, колхозра çеç мар, районĕпех пĕрремĕш вырăна тухнă. Хастар комбайнера вара Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине парса чысланă. Маттур механизатора хуçалăх ертỹçисем те асăрханă. Трактор бригадин бригадирĕ пулма çын шырас тĕлĕшпе никамăн та иккĕленỹ пулман, çак яваплă ĕçе шăпах ăна шанса панă. Çирĕм çул ытла туртать çак лава Ильгизер Хатыпович, юлашки вăхăтра тĕп инженер тивĕçне те пурнăçлать. Механизаторсемпе пĕр чĕлхе тупма, вĕсене ĕçлеме хавхалантарма пĕлет И.Азизов. Пĕр сăмахпа, унăн организатор ăсталăхĕ пысăк. Çакăншăн хисеплеççĕ, юратаççĕ ăна коллективра, çамрăксем унран канаш, пулăшу ыйтаççĕ. "Мир" ЗАОра ял хуçалăх техникипе тирпейлĕ усă курма, яланах юсавлă тытма тăрăшаççĕ. Кăçал та, акă, районти комисси ку тĕлĕшпе хуçалăха районта чи лайăххи тесе йышăннă. Çак çитĕнỹре, паллах, И.Азизовăн тỹпи те пысăк.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика