22 октября 2008 г.
ЭПИР, Палтиел шкулĕнчи кадетсем, Чĕмпĕрти Суворов училищине экскурсие çитсе килтĕмĕр. Тăван çĕршыва хỹтĕлекенсемпе _ пулас офицерсемпе тĕл пултăмăр. Чĕмпĕр хулипе те паллашма май пулчĕ. Суворов училищине çитсен пост витĕр тухрăмăр. Унта пире экскурсие ертсе пыракан çын _ гид кĕтсе илчĕ. Вăл кунти йĕркепе паллаштарчĕ. Казармăра тĕрлĕ экспонатсемпе, хĕç-пăшалпа, паллă çар çыннисен сăн ỹкерчĕкĕсемпе паллаштарчĕç. Гид вĕренỹ заведенине Чĕмпĕрти икĕ хутчен Хĕрлĕ Ялав орденлĕ тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденлĕ Суворов ячĕллĕ Гварди училищи теме хушрĕ. Кунта эпир чăн-чăн суворовецсене, пулас офицерсене, çар техникине куртăмăр. Пире экскурси питĕ килĕшрĕ. Халĕ пирĕн хушăмăрта та суворовец пулас шухăшлисем пур.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"