Трехбалтаевское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмăршă водохранилищи: таса шыв, илемлĕ çут çанталăк

06 августа 2008 г.

ПАЛТИЕЛ ялĕнчен пĕр çухрăм çурçĕререх, вăрман варрипе шăнкăр-шăнкăр юхса выртакан Хырла çырми çинче пысăк водохранилище туни çинчен "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатра темиçе хутчен те çырнăччĕ ĕнтĕ. Ку водохранилищĕне Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе туса хатĕрленĕ ятарлă программăпа килĕшỹллĕн тăваççĕ. Строительство ĕçĕсене "Спецстройкоммуникация" ООО илсе пырать. Водохранилищăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ _ 15,90 миллион кубла метр, вăрăмăшĕпе _ 1938,0 метр, çỹллĕшĕпе _ 15 метр. 2005 çултанпа кунта пысăк ĕçсем пурнăçланă: плотинан никĕсне хывнă, водосброснăй сооруженисем тунă, водозаборнăй узелти каналсем те усă курма хатĕр. Объект патне çити шанчăклă çул сарнă. Кăçал плотина тăвассине вĕçлеме тата откоссене çирĕплетме, контрольпе виçев аппаратурине тата шыва тасатакан оборудовани вырнаçтарма, çĕре рекультиваци тума палăртнă. Плотина çинче 2009 çулхи çурхи шыва юхса кĕмелли вырăн хăвараççĕ, ун хыççăн ăна питĕреççĕ. 2010 çулта водохранилище шывпа тулма пуçлĕ. Çак пысăк объекта хута яракан, Шăмăршăри, Патăрьел тата Комсомольски районĕсенчен 84 ял çыннисене ĕçмелли таса шывпа туллин тивĕçтерме май пулать.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429173, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Трехбалтаево, ул. Школьная, 36
Телефон: 8(83546) 2-66-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика