Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВИÇПỸРТРЕ ХАЛĂХ АРТИСЧĔН ПАРКĔ ПУЛĔ

16 июля 2008 г.

ТУНТИ КУН район администрацийĕнче ирттернĕ канашлура район пуçлăхĕ В.П.Фадеев хăй ячĕпе Шупашкартан килнĕ çырăва вуласа пачĕ. Çыру авторĕ _ хамăрăн паллă ентеш, СССР халăх артисчĕ В.Н.Яковлев _ Валерий Петровича Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнчи хăй çуралса ỹснĕ çурт пахчинче (анкартинче) парк чĕртме шутлани çинчен пĕлтерет. "Тен, ĕç лайăх йĕркеленсе кайсан, кунта чуна кантармалли илемлĕ вырăн пулĕ" _ тенĕ ентеш. В.П.Фадеев СССР халăх артисчĕн сĕнĕвне ырлани çинчен пĕлтерчĕ, "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн ертỹçине тата район архитекторне парк тăвас тĕлĕшпе тивĕçлĕ хушу пачĕ. Канашлура В.П.Фадеев шăмат кун района Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров килсе кайни, вăл Мăшăрлану керменне чаплă лару-тăрура уçма хутшăнни çинчен пĕлтерчĕ. Президент çул çỹревпе çав тери кăмăллă юлнă, шăмăршăсене тата та тăрăшарах ĕçлеме ырлăх-сывлăх суннă. Канашлура çавăн пекех район пурнăçĕнчи ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика