09 июля 2008 г.
Афганистан, тухмастăн асăмран, Афганистан, чĕре çинчи суран. Афганистан... Йĕреççĕ аннесем, Афганистан... Цинкланă тупăксем. (Иван Саландаев. "Афганистан"). КАХĂРЛĂ ШĂХАЛĔНЧЕ çуралса ỹснĕ, Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçласа патăррăн вилнĕ Валерий Кузнецов ятне ял-йыш асра тытать. Çулленех ялта Асăну кунне иртереççĕ, Валерийĕн вил тăпри çине чĕрĕ чечексем хураççĕ. Кăçалхи Асăну кунĕ Пуянкасси стадионĕнче иртрĕ. Ялти шкулта вĕренекенсем "Афганистан вут-çулăмĕ витĕр" литературăпа музыка композицийĕ лартса пачĕç. Унтан воин-интернационалистăн, Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерĕн Валерий Кузнецовăн вил тăпри çине чечексем хучĕç. Валерий пултаруллă спортсмен пулнине асра тытса, стадионра спорт ăмăртăвĕсене те ирттертĕмĕр. 100 тата 400 метра, михĕ йăтса 50 метра чупса, кире пуканĕ йăтса, вĕрен туртса, алă вăйне виçсе ăмăртрĕç. Чи интересли вара футболистсен ăмăртăвĕ пулчĕ. Çивĕч кĕрешỹре Валерий Кузнецовăн Асăну кубокне район больницин туслă команди илме тивĕç пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ Виçпỹрт Шăмăршăри "Карлинская" тата Афганистан вăрçине хутшăннисенчен йĕркеленĕ "Память" командăсем. Çĕнтерỹçĕсене тата чи лайăх вылякансене хаклă парнесемпе чысларăмăр.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"