Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă йăласене аталантаратпăр

16 февраля 2008 г.

 ПУЯНКАССИНЧИ тулли мар вăтам шкултаеçпĕл çеçкисем" фольклор ушкăнĕ йĕркелени нумаях пулмасть-ха. Кĕске вăхăт хушшинчех вĕренекенсем чăваш халăх çыравçи, драматургĕ, проза ăсти - Мария Дмитриевна Ухсай 100 çул çитнине халалласа Ф.Павловăн "Судра" комедине выляса пачĕç. Куракансем вылякансемпе питĕ кăмăллă пулчĕç. Комедире вылякансем рольсене питĕ пултаруллă, кашни сăнарăн сăмахĕсене, хăтланчăшĕсене ĕнентерỹллĕн кăтартса пачĕç. Комедири тĕп сăнар - Ухтеркке ролĕнче Екатерина Мресова, Катăк Çăвар (Криворотов) - Маргарита Большакова, Каюра Крахьянĕ - Виолетта Тимофеева, Сăпани (Ухтеркке кинĕ) Вика Казеева, судъя - Марина Петрова, секретарь - Анастасия Андреева, 1-мĕш заседатель - Инна Федотова. Кĕçнерни кун вара "Çеçпĕл çеçкисем" фольклор ушкăнĕ ялти Культура керменĕнче ача - пăча вăййисене сцена çине кăларчĕ. Çак кружока тĕрлĕ классенче вĕренекенсем хаваспах çỹреççĕ. Кружок ертỹçи _ аслă категориллĕ учитель, "Çулталăк учителĕ - 2004" конкурс çĕнтерỹçи Л.П.Краснова. Вăл тăрăшнипех ĕнтĕ Пуянкассинчи тулли мар вăтам шкултан вĕренсе тухакансем нумайăшĕ чăваш филологине кăмăлларах параççĕ. Людмила Петровна хăйĕн предметне чунтан юратни аяккинченех курăнать. Кружока çỹрекенсен йышĕ çирĕм ачаран та иртет. Вĕсен йышĕ ỹссех пырать.

 

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика