Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйсен вăйĕпе - çул

14 ноября 2007 г.

АСЛĂ çултан Виçпỹрт Шăмăршă масарĕ патне çити çул яланах япăх пулнă, кĕрхи-çурхи йĕпе-сапара ял çыннисене нумай пăшăрхантарнă. Çывăх çынна юлашки çула ăсатнă чух пылчăк ашса утма тивнĕ. Çак нушана Виçпỹрт Шăмăршăра çуралса ỹснĕ А.И.Савельев чĕри патне çывăха хурса йышăннă. "Кирлĕ чухлĕ укçа пухсан, масар патне çити çирĕп çул тăватăпах", - ĕмĕтленнĕ Александр Иванович. Профессийĕпе строитель пулнă май, А.И.Савельев нумай çул хушши Шăмăршăри МСОра, унтан Ульяновскри кĕпер тăвакан организацире вăй хунă. Юлашки çулсенче мăшăрĕпе _ Шăмăршăра çуралса ỹснĕ Мария Александровнăпа иккĕшĕ те Ульяновскра хăйсем йĕркеленĕ фирмăсене ертсе пыраççĕ. Çапла вара, Савельевсем çул тума кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ пуçтарма пултарнă. Çак кунсенче вара яла килсе пысăк ĕç пурнăçланă: çĕр хăпартнă, хăйăр тата чул сарнă. Мĕнпур ĕçе Александр Ивановичпа Мария Александровна хăйсем ертсе пынă. Çур çухрăма яхăн çул тума Савельевсем хăйсен кĕсйинчен сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланă. Пархатарлă ĕçшĕн Савельевсене район администрацийĕпе Пуянкасси ял поселенийĕн администрацийĕ, пĕтĕм ял-йыш чĕререн тав тăваççĕ. Пурнăçăр ăнса пытăр, мулăр хушăнсах тăтăр, çирĕп сывлăхлă, телейлĕ пулăр, ырă çыннăмăрсем!

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика