19 апреля 2025 г.

Вут-кăвартан асăрханăр!
ТИПĔ çанталăк тăнине кура пушар тухас хăрушлăх çав тери пысăк. Вăрманта _ кăвайт чĕртме юраманнине, уй-хирте, пурăнмалли çуртсен çывăхĕнче (пахча- анкартинче) типĕ курăка çунтармалла маррине тепĕр хут çирĕп асăрхаттаратпăр.
Аса илтеретпĕр: апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа республикăра вут-кăвартан сыхă тăмалли уйрăмах çирĕп режим туса хунă. Çакна кашни гражданинăнах пăхăнмалла.
Енчен те эсир типĕ курăк çуннине асăрхарăр пулсан, пĕр тăхтамасăр çакна тумалла: - çунакан лаптăка шывпа сапмалла; - тăпрапа хупламалла; - çулăма йĕпетнĕ тумтирпе е çулçăллă туратпа хупласа-силлесе сỹнтермелле.
Вут-çулăма хăвăр вăйăрпа сỹнтерме май çук пулсан, васкавлăн çак номерсемпе шăнкăравламалла: 8(83546) 2-35-81, 2-35-31 (Шăмăршă лесничествин экстерн служби), 8(83546) 40-24-00 (регионти диспетчер служби), 8-800-100-94-00 (пĕрлехи «тỹрĕ лини»), «101», «112» (пушарнăйсемпе çăлавçăсен _ МЧС _ пĕрлехи служби).
М.Ильин, округри надзор тата профилактика ĕçĕн уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"