29 ноября 2024 г.
Аннемĕр кунне Шăмăршă муниципалитет округĕнче чаплăн уявларĕç. Кашни ял территори уйрăмĕнче хисеплĕ аннесене пухса саламларĕç, парне кỹчĕç, культура учрежденийĕсенче концерт лартса савăнтарчĕç. Ятарлă çар операцийĕнче тăракансен амăшĕсене пур çĕрте те тимлĕх уйăрнине палăртмалла.
Шăмăршăри Культура керменĕнче акă округри нумай ачаллă, ача усрава илнĕ тата ятарлă çар операцийĕн участникĕсен амăшĕсене, гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлекен хастар хĕрарăмсене чысларĕç.
Уяв хăнисене фойере Шăмăршă вăтам шкулĕн «Подвиг» çарпа патриотизм клубĕн членĕсем «чĕрĕ коридорпа» кĕтсе илчĕç. Залра кашни анненех хризантема çыххи, шкул ачисен хăйсен аллипе ăсталанă открыткине пачĕç. Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин, округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Павлова, Чăваш Енри Хĕрарăмсен Союзĕн Шăмăршă округĕн уйрăмĕнчи председателĕ Татьяна Матве- ева аннесен обществăри, çемьери вышкайсăр пысăк тỹпине палăртрĕç, вĕсен пархатарлăхĕ умĕнче пуç тайнине пĕлтерчĕç. Залри халăх çавăн пекех СВОри ентешсен видеосаламне пăхрĕç-итлерĕç. Культура керменĕ çумĕнчи «Звездочки» драма кружокĕн членĕсем, «Антонина» Халăх ташă ансамблĕ, «Фламинго» ташă ансамблĕ, хĕрарăмсен «Журавушки» тата «Шемуршиночки» ансамблĕсем, Шăмăршăри Ача-пăча искусство шкулĕн тата«Ромашка» ача сачĕн воспитанникĕсем, уйрăм юрăçсем хĕрỹллĕ сăмахпа, çепĕç юрăпа та тĕрлĕ ташăпа куракансен чунне тыткăнларĕç.
Украина шовинисчĕсемпе çапăçса пуç хунă салтакăмăрсен сăнĕсене, вĕсен çумĕнче çунакан çуртана экран çине кăларни кашнин чĕринех хускатрĕ, куççуль кăларттарчĕ. Вăрçă хирĕнче вилнĕ паттăрсене асăнса самантлăх шăп тăни кашнин асĕнчех амăшĕсемпе ывăлĕсен татăлми çыхăнăвне çирĕплетрех.
Çапла, аннерен - пурнăç пуçланать, хỹтĕлевçĕ çуралать... Атте-аннене сума сăвар, Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçисене асăмăрта тытар!
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"