Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçару проекчĕсем яла илем кỹреççĕ

22 ноября 2024 г.

Пуçару проекчĕсем яла илем кỹреççĕ

ЮНКУН республикăра - çав шутра Шăмăршă муниципалитет округĕнче те _ Пĕрлехи Информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисем: «Чăваш Республикинче пуçару бюджечĕпе никĕсленнĕ проектсем мĕнле пурнăçа кĕни çинчен», «ГТО нормативĕсене пурнăçласси мĕнле пыни çинчен», «Чăваш Республикинче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе вăй илме мĕнле пулăшни çинчен».

Информаци кунне ирттерме Шупашкартан «Гостехнадзорăн» Чăваш Республикинчи инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев килнĕ.

Информаци кунĕ округ администрацийĕнче ирттернĕ анлă канашлуран пуçланчĕ. Унăн ĕçне муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе Сергей Галкинпа «Гостехнадзорăн» Чăваш Республикинчи инспекцийĕн пуçлăхĕ, пирĕн куратор Владимир Димитриев хутшăнчĕç. Канашлура кун йĕркинчи ыйтусемпе Владимир Димитриев, округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ тирпей-илемпе территори аталанăвĕн управлени ертỹçи Андрей Кокуркин, «Туслăх» спорт шкулĕн директорĕ Павел Макаров тата округри экономикăпа ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Елена Юманова тухса калаçрĕç.

2024-çулта Шăмăршă муниципалитет округĕн бюджетĕнче пуçару проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн 54188,6 пин тенкĕ, çав шутра: республика бюджетĕнчен _ 43585,2 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран 5814,1 пин тенкĕ уйăрма йышăннă. Ялхуçалăхĕпе юридици сăпачĕллĕ çынсенчен (юридические лица) 4789,4 пин тенкĕ пуçтарма пăхнă.

Пурĕ 33 проекта пурнăçлама палăртнă, вĕсенчен 17-ĕшĕ çул-йĕре юсассипе çыхăннă.

Программăна тепĕр хут пăхса тухнă чух, пĕр проекта _ Хырла çырми хĕрринчи хỹтĕлев чиккине («Карлинская засечная черта») тирпей-илем кĕртессине _ 2025-çула куçарма йышăннă. Сăлтавĕ: проекта каярахпа пысăк улшăну кĕртни.

Паянхи куна 33 проектран 25-ĕшне пурнăçланă теме пулать. Пĕр проект пирки _ Хайпăла масарне тирпей-илем кĕртессипе _ подрядчик ĕçе çиелтен çеç тунине кура, суд йышăнăвне кĕтеççĕ. 25 проекта ĕçе кĕртме 31038,2 пин тенкĕ бюджет укçипе усă курнă. Уйрăммăн илсен, пуçару бюджечĕн укçипе кăçал 10,67 километр вырăнти пĕлтерĕшлĕ çула юсама палăртнă. Çак ĕç вĕçленсе пырать ĕнтĕ. Çав шутра 7,68 кило- метрне _ чул сарса çирĕплетеççĕ, 2,99 километрне асфальт сараççĕ.

2024-çулхи ноябрьте Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви пуçару бюджечĕпе çитес çул пурнăçламалли ĕçсене палăртас тĕлĕшпе конкурс иртересси çинчен пĕлтернĕ. Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕ _ 32 проект пирки халăх шухăшне пĕлес тĕллевпе _ сасăлав ирттерме йышăннă. Хальхи вăхăтра администраци сайтĕнче сасăлав хĕрсех пырать, унта пурин те хутшăнма тăрăшмалла.

Канашлура ГТО нормативĕсене пурнăçлассине лайăхлатас, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталанма пулăшас тĕлĕшпе умра тăракан задачăсене те сỹтсе яврĕç, ĕçри çитменлĕхсене пĕтермелли майсене палăртрĕç.

Кăнтăрла иртсен информаци ушкăнĕ Анат Чаткас ял территори уйрăмĕнче пулчĕ, кунти социаллă пурнăçпа культура объекчĕсене çитсе курчĕ тата халăхпа тĕл пулса калаçрĕ. Ялти Культура çуртĕнче пулни уйрăмах кăмăла çĕклерĕ: кăçал кунта 3619221,00 тенкĕлĕх юсав ĕçне тунă.

Çак кунах округ администрацийĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнассине йĕркелерĕç.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика