Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пыл - атте-анне пилĕ пекех, салтаксене питĕ кирлĕ!

25 октября 2024 г.

«Чăваш Енĕн хурт-хăмăр ăстисем» пĕрлешỹ йĕркеленипе «Халăх фрончĕ. Веçех _ Çĕнтерỹшĕн» ыр кăмăллăх фондне республикăри утарçăсем килти пыла пухса пачĕç.

Шăмăршă муниципалитет округĕн хурт-хăмăрçисем те çак пархатарлă ĕçрен пăрăнса юлмарĕç. Маларах уйăрса панă 0,8 литрлă савăтсене тултарса, 200 кг ытла пылак та имлĕ çимĕçе ыр кăмăллăх фончĕ валли хатĕрлерĕç. Ăна хăйĕн транспорчĕпе Андрей Кондратьев утарçă кирлĕ вырăна çитерчĕ.

Ырă кăмăллă та хастар утарçăсем: Андрей Кондратьев, Валерий Еремеев, Галина Тимофеева, Виталий Никифоров, Юрий Захаров, Владимир Кудрявцев, Борис Силюков, Виталий Пашкин, Андрей Кадеев, Юрий Романов, Алексей Ревунов, Василий Ревунов, Игорь Егоров, Евгений Удочкин, Анатолий Петров, Илья Кондратьев. Василий Ревунов хăй кăна 110 (!) кг пыл хатĕрлесе пани _ мăнаçлăх та иксĕлми пархатарлăх!

_ Эпир пухса панă пыл Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçисене вăй-хăват кỹтĕр, чир-чĕртен упратăр, _ теççĕ хурт-хăмăрçăсем.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика