Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Субсиди - килти хуçалăха аталантарма

20 сентября 2024 г.

ИРТНĔ çулхи август уйăхĕнче Чăваш Республикинче килти хушма хуçалăха аталантарма хăйсен ĕçне йĕркелекенсем (самозанятые) патшалăх пулăшăвне илсе тăма тытăнчĕç. Шăмăршă округ администрацийĕн ял хуçалăх пайне субсиди пама ыйтса 29 заявка килнĕ.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви паянхи куна 20 заявкăна пăхса тухнă. Çав шутра 10 заявка _ сăвăнакан ĕне усрама, 1 заявка _ сурăх ĕрчетме, 3 заявка _ ĕне туянма, 1 заявка _ ăратлă вăкăр вăрлăхне туянма, 4 заявка _ ял хуçалăх техники туянма, 1 заявка ăратлă сурăх туянма субсиди ыйтнипе çыхăннă.

Калас пулать, 2023-çулта округри хăйсен ĕçне йĕркеленĕ (самозанятые) 75 çын патшалăхран 10,83 миллион тенкĕ субсиди илнĕ (ĕне усрама _ 145 пин, ĕне туянма _ 6,49 миллион, ял хуçалăх техники туянма _ 3,96 миллион, вĕлле хурчĕсем ĕрчетме _ 240 пин тенкĕ).

Кăçалтан тытăнса килти хушма хуçалăх ĕне усрама 50 пинрен пуçласа 200 пин тенкĕ таран субсиди илме пултарать.

Çитес çул валли заявкăсене кăçалхи октябрьте йышăнма пуçлаççĕ. Хăвăрăн ĕçĕре йĕркелеме _ самозанятый пулма васкăр, хисеплĕ ял çыннисем!

Н.ВАЗАНОВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика