23 августа 2024 г.
Пуянкассинче пурăнакан ĕç ветеранĕ Мария Мресова 90 (!) çул тултарчĕ. Паллă пулăмпа ăна Пуянкасси ял территори уйрăмĕн начальникĕ Сергей Петров саламларĕ, вăрăм ĕмĕр ĕмĕрлеме çирĕп сывлăх сунчĕ, асăнмалăх парне пачĕ.
Мария Дмитриевна çак ялтах çуралса ỹснĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех тăван «Правда» колхозра вăй хунă. Кунтах хăйĕн шăпине _ Николай Игнатьевича тĕл пулнă. Пĕр-пĕрне чунтан юратса пĕрлешнĕ мăшăр телейлĕ те вăрăм пурнăç çулне утса тухнă. Мресовсем 5 ачине _ виçĕ ывăлĕпе икĕ хĕрне _ тивĕçлĕ воспитани парса чăн-чăн çын пулма пулăшнă. Кил-çуртĕнче яланах мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсен кулли янăрать. Сакăр мăнукĕпе ултă кĕçĕн мăнукĕ Машшук аппан _ чун тĕрекĕ. Кĕçĕннисем аслă ăру çыннине çав тери юратаççĕ-хисеплеççĕ.
_ Халерех кăна-ха икĕ мăнукăм çемье çавăрчĕ. Пирĕн йăх тăсăлнăшăн чĕререн савăнатăп, _ тет Мария Дмитриевна. _ Чун юрлать _ пурăнас килет, юрлас килет.
Ку _ чăн сăмах. Машшук аппа юрлама ăста. Уйрăмах ăна тăван халăх юррисем кăмăла каяççĕ.
Мария Дмитриевнăна канлĕ ватлăх, тулли телей сунатпăр. Çĕр çулхи юбилее те кĕтсе илме Турă пиллетĕр.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"