Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырмана хатĕр-и?

12 июля 2024 г.

Шăмăршă муниципалитет округĕнче тырă склачĕсемпе йĕтемсене, сортлакан машинăсене, вырмана хутшăнакан мĕнпур техникăна тĕрĕслемелли смотр пырать. Комисси юнкун «Колос» Агрофирма» ОООра, «Победа» ОООра, Надежда Угаринăпа Геннадий Макаров фермерсен хуçалăхĕсенче пулчĕ, тĕш тырă пуçтарса кĕртекен техника хатĕрлĕхĕпе интересленчĕ.

Смотр вăхăтĕнче комисси комбайнсен юсавлăхне, тракторист-машинистсемпе комбайнерсен удостоверенине, техникăна регистраци тунине, патшалăх пошлинине (госпошлина) тỹленин квитанцийĕ, медицина аптечки, огнетушитель, авари вăхăтĕнче вырнаçтармалли паллă (знак) тата шыв савăчĕ пуррине тĕрĕслесе тухрĕ.

Тĕпрен илсен хуçалăхсем 2024-çулхи вырмана пуçăнма хатĕр, тырă склачĕсене çывăх кунсенче дезинфекци тума шантарчĕç.

_ Чăнах та, хăш-пĕр çитменлĕхпе туса пĕтермен ĕç пур, _ палăртрĕ "Гостехнадзорăн" округри уйрăмĕн начальникĕ Александр Михайлов. _ Юлнă кунсенче юсав ĕçĕсене вĕçлесе вырмана тухма пур енчен те хатĕр пулмалла. Вăхăт васкатать, шăрăх та типĕ çанталăкра тыр-пул хăвăрт ĕлкĕрет.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика