07 июня 2024 г.
Çу кунĕсем çитрĕç. Шăрăх! Кун пек чухне çан-çурăма уçăлтарма нумайăшĕ шыв хĕрне васкать: пĕвере е кỹлĕре чăмпăлтатса-ишсе савăнать, вăй-хал пухать... Шел пулин те, шыва кĕни кăмăла яланах çĕклемест çав, инкек-синкек патне те илсе çитерет. Сăлтавĕ _ хамăртах.
Мĕнле асăрханмалла-ха шыв-шурта инкек ан пултăр тесен?
Чи малтан çакна ас тумалла: ишме пĕлмесĕр шыв объектне шала кĕмелле мар. Ишме тата шывра хамăра тытма пĕлни çеç инкек-синкеке сирме пулăшĕ.
Çакна çирĕп пăхăнмалла:
- ятарласа тĕрĕсленĕ вырăнсенче кăна шыва кĕмелле (тĕрĕслемен вырăнта шыв авăрĕ е вăйлă юхăм, тарăн шăтăк, тунката, кунта пăрахнă кирлĕ-кирлĕ мар япала пулма пултарать, _ вĕсем сывлăхшăн та, пурнăçшăн та хăрушă);
- ỹсĕрле, тарланă пуçпа шыва кĕмелле мар;
- апат çинĕ хыççăн 1,5_2 сехетрен тин шыва кĕме юрать;
- умлă-хыçлă 3_5 хутран ытла шыва кĕме юрамасть, кашни хутĕнче 10_15 минутран ытла шывра пулни сиенлĕ;
- çул çитмен ачасене хăйсене çеç шыв хĕрне ямалла мар, шыва кĕнĕ чухне вĕсене аслисен çирĕп контрольлемелле (ачи-пăчи шыва кĕнĕ вăхăтра ашшĕ-амăшĕ телефонпа ларнă пирки ывăл-хĕрĕ шывра путса вилнине сисмесĕр юлнă тĕслĕх те пулнă);
- ишекен е якорь янă кимĕ (катер) çывăхне ишсе пыма е вĕсен айне чăмма юрамасть (юхăм вĕсен айне туртса кĕме пултарать, винтпа е бортпа çапăнма пулать);
- хăй тĕллĕн ишсе кайнă кимме «хăвалани» усăсăр (çын шывра ишнĕ май хумсем кимме пушшех «хăвалаççĕ»);
- кимĕ çинче ытла нумаййăн ларма, ун çинчен шыва сикме юрамасть;
- кимĕ çине ун пуçĕ енчен е хыçалтан лармалла (варринчен ларсан кимĕ çаврăнса ỹкме пултарать);
- ишме пĕлмесен, вĕрсе хăпартнă матрацпа, камерăпа, хăмапа усă курмалла мар (вăйсăр çил те вĕсене аякка илсе кайма пултарать);
- ишме пĕлмесен шыва пилĕк таран кăна кĕмелле;
- буйкăран (шыва якорьпа янă асăрханулăх паллиллĕ пичкерен) е ытти паллăран иртсе каймалла мар (вĕсем шыв сивви пирки, шăнăр туртма пултарни пирки асăрхаттараççĕ);
- шывра алхасма _ чăмма, çынна ярса илме, ăна хăратма _ юрамасть;
- инкек çинчен суя хыпар пĕлтермелле мар;
- каçхине, çĕрле пĕччен шыва кĕме тăхтамалла (тавралăх начар курăннăран инçете ишсе кайма пулать, кимĕ-катер çинчи çынсем ишевçе асăрхамасса пултараççĕ;
- шыв температури _ 18 градусран, сывлăш температури 20 градусран пĕчĕк пулмалла мар (сивĕрех чухне ăшăх вырăнта та шăнăр _ хутлатса лартма, çын шăнма пултарать);
Енчен те шывра инкек сиксе тухрĕ тĕк, çак мерăсене йышăнмалла:
- шывра ал-урана шăнăр туртса лартрĕ пулсан, шыв çийĕнче тытăнса тăма тăрăшмалла, çурăм çинче ишмелле;
мышцăсене сăтăрмалла, çыран хĕрринче çынсем пулсан, вĕсене пулăшма чĕнмелле;
- ăнсăртран шыв çăтăнчĕ пулсан, чарăнмалла, пуçа шывран илсе çĕклемелле, ỹсĕрсе илмелле;
ал-урапа вăйлă хусканусем тумалла (çакă шывра тытăнса тăма пулăшать), унтан çыран енне ишмелле;
- авăра лексен тарăннăн сывласа илмелле, шыва анмалла та юхăм енне вăйлăн ишмелле, шыв çине ишсе тухмалла;
- шыв курăкĕпе (водоросли) чăлхансан вăйлă хускану тумалла мар, çурăм çине выртса хуллен ишсе каймалла, ку мел пулăшмасан урана хырăм патне тăсмалла, асăрханса алăпа шыв курăкĕнчен хăтăлмалла;
- вăйлă юхăма лексен ăна хирĕç ишмелле мар, юхăма май хуллен çыран енне ишмелле;
- ишме пĕлмесен шыва путакана çăлмашкăн пĕвене е кỹлле сикмелле мар, луччĕ çынсене кăшкăрса пулăшма чĕнсе илмелле;
- йывăр лару-тăрура паникăна ỹкмелле мар, хăвăра алла илсе инкекрен тухмалли çул-йĕр пирки шутламалла;
- шыва путакана асăрхасан пĕр тăхтамасăр çынсене пулăшма чĕнсе кăшкăрмалла, инкек пирки çăлав службине 112 номерпе (ăна маларах телефона кĕртмелле) шăнкăравласа пĕлтермелле.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"