Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хур усраканăн хуранĕ çуллă

24 мая 2024 г.

   ХАÇАТ ĕçĕпе ялтан яла çỹренĕ чух яланах килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал тата чăх-чĕп усракансемпе тĕл пулса калаçма тăрăшатăп. Акă Карапай Шăмăршă ял территорийĕн уйрăмĕнчи Василий Исаев _ 2 пуç ĕне, Сергей Степанов _ 2 пуç ĕне, Анатолий Столяров _ 2 пуç ĕнепе 2 пуç пăру, Алина Алексеева _ 5 пуç ĕне, Кивĕ Чукал ял территорийĕн уйрăмĕнчи Лариса Микушина _ 6 пуç ĕне, 30 пуç сурăх, Анат Чаткас ял территори уйрăмĕнчи Николай Ильин _ 4 пуç ĕне, 9 пуç вăкăр, 2 пуç сысна, Чукал ял территори уйрăмĕнчи (Улмаллă ялĕ) Виктор Матвеев _ 5 пуç ĕне, 2 пуç вăкăр, Пăчăрлă Пашьел ял территори уйрăмĕнчи Евгений Укин (Асанкасси ялĕ) _ икĕ пуç ĕнепе пĕр пуç пăру, Палтиел ял территори уйрăмĕнчи Вениамин Карсаков (Патирек ялĕ) _ 10 пуç ĕнепе 10 пуç пăру, 5 пуç сысна, Васан ял территори уйрăмĕнчи Александр Иванов (Ярăслав ялĕ) _ 25 пуç ĕне, Пуянкасси ял территори уйрăмĕнчи (Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ) Борис Поляков _ 24 пуç ĕне, 8 пуç сысна ами, 20 пуç сурăх, пĕр пуç лаша усраççĕ. Йышлă выльăх-чĕрлĕх тытакан тата та пур. Нумайăшĕ хур-кăвакал усрани çинчен пĕлтерчĕç.

_ Хур усраканăн хуранĕ çуллă теççĕ халăхра, _ çапла ытарлăн каларĕç мана шыв кайăкне килĕштерекенсем. _ Юрă та пур вĕт-ха: «Пĕр хуртан тунă, ик хуртан тунă, виç хуртан тунă хуплуне касса пăхмасăр, çисе ямасăр каймастпăр...»

Çак тăхлачăсем мана хур çинчен питĕ интереслĕ каласа пачĕç. Хур çулталăкра 15-30 çăмарта тăвать иккен, ами 10-14 çăмартине пусса чĕпĕ кăларать. Чĕпсем 28-30 кунран çăмартаран тухса шиплетме те пуçлаççĕ.

Лайăх ỹснĕ хур кĕркунне 5-6 килограмм тайма пултарать. Чи самăрри вара 10 килограма та çитни çинчен пĕлтерчĕç те, малтанах ĕненес килмерĕ. Чăнах та çапла иккен: хур йывăрăшĕ унăн ăратĕнчен нумай килет. «Венгерская», «виттинес», «арзамасская», «кубанская серая», «роменская крупная серая» ăратсем ỹт лайăх хушаççĕ. Пирĕн тăрăхра ытларах «арзамасская» ăрат анлă сарăлнă.

Хурăн чĕрĕ виçин 41 проценчĕ _ аш, 32 проценчĕ _ çу, 6 проценчĕ _ шăм-шакки, ытти _ вар-хырăмпа тĕкĕ. Хур какайĕ питĕ усăллă: унта белок хисепĕ 16 процентпа танлашать, 100 грамм ашра 320 килокалори пур. Шыв кайăкĕн тĕкĕ те, мамăкĕ те хаклă.

Кăвакалпа тата кăрккапа танлаштарсан, хур çу кунĕсенче апат та сахалрах тăкаклать.

Çак кайăк курăк, пахча çимĕçпе улма-çырла юлашкине те çиет. Çуркунне, çерем ешерме тытăнсанах, хурсем курăк сăхма пуçлаççĕ.

Чăнах та, хур шывсăр пурăнаймасть. Çавăнпа та ял çумĕнче пĕве е кỹлĕ пур пулсан _ кайăкшăн чăн-чăн ырлăх!

Хур чĕппине Шăмăршă пасарĕнче пĕр чăрмавсăрах туянма пулать. Ас тăватпăр-ха, темиçе çул каялла чĕпĕ туянасси пысăк нушаччĕ. Инкубатор станцийĕнче яланах вăрăм черет пулнă, ир пуçласа каçченех çын татăлмастчĕ.

Патăрьел округĕнчи пĕр фермерăн кайăк-кĕшĕк фабрики «линда» ăратлă хур чĕппи сутать. Çак пĕлтерĕве «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат та пичетлерĕ. «Линда» ăрата Чулхула облаçĕнче кăларнă, çавăнпа та пирĕн тăрăхра усрама питĕ меллĕ. Ăратлă хур хăвăрт ỹт хушнипе, чир-чĕр ересрен чăтăмлă пулнипе палăрса тăрать. Кайăк виçĕ уйăхрах 50 процент чухлĕ ỹт хушать, пилĕк уйăхра унăн йывăрăшĕ 7 килограма çитет. «Линда» ăратлă хурсем нимĕнле апата та тиркемеççĕ.

Çакна пĕлтĕм эпĕ хур усракансем каласа панинчен. Усăллă, тупăшлă шыв кайăкĕ пирĕн ялсенче ытларах пулсан, кĕрекемĕр те пуянрах пулĕччĕ тесе шутлатăп.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика