Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасăр ял - телейсĕр…

26 апреля 2024 г.

Ачасăр ял - телейсĕр…

ЯЛ урамне кĕтĕм те, ача сассине илтмерĕм. Ĕлĕкрех мĕн чухлĕ ача-пăча чупатчĕ кунта, хĕлле те, çулла та ял янăраса çеç тăратчĕ!

«Иртнĕ çул ялта пурĕ те икĕ ача çеç çут тĕнчене килнĕ», _ пĕлтерчĕç мана. Хăш вырăнтине каламастăп, анчах пĕр ача çуралнипе савăнакан ял та пур.

Ача çуралмасть _ садиксемпе шкулсем хупăнаççĕ. Юлашки çулсенче кăна Виçпỹрт Шăмăршă, Чукал, Патирек, Асанкасси шкулсăр тăрса юлчĕç. Çак шăпа тата хăш яла кĕтет-ши?

Çамрăк çемьесем çук мар, анчах вĕсем пĕр е икĕ ача çуратнипех çырлахаççĕ. Пурнăçри йывăрлăхсенчен хăраççĕ.

Патшалăх никама та выçă лартмасть, ачаллă çемьесене пулăшсах тăрать. Амăшĕн капиталĕн сумми те ỹссех пырать. Апла пулсан, нумай ачаллă çемьесем мĕншĕн сахал-ха? Çамрăк çемьесем ача çуратмасан ял ватăлсах пырать, унăн малашлăхĕ те çук.

Паллах, çамрăксем валли ĕç кирлĕ. Ку тĕлĕшпе республика правительстви муниципалитет округне пулăшсан, тем пекех лайăх пулĕччĕ. Асанкассинче çĕвĕ цехĕ уçма пултарчĕç вĕт! Çакăн пек цех пирĕн муниципалитет округне пиллĕк-улттăран кая мар кирлĕ. Çĕвĕ çĕлекенни çеç мар, йывăçрантĕрлĕ япала тăвакан, ял хуçалăх продукцине ĕçе кĕртекен цех та кирлĕ, кỹршĕ округсенче çапла тума тăрăшаççĕ те. Эпир нимĕн тумасăр ларсан, хамăр пуçарулăх кăтартмасан Шăмăршă округĕ каллех «упа кĕтесне» çаврăнмĕ-и?

Сирĕн çинче шанăç, çамрăксем, эсир çеç округа çăлса хăварма тата аталантарма пултаратăр!

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика