Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Федераци çăмăллăхĕ - пысăк пулăшу

29 марта 2024 г.

Федераци çăмăллăхĕ - пысăк пулăшу

ВЛАÇ органĕсен тĕп тĕллевĕнчен пĕри _ кашни çын пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатасси тата патшалăх ăна пулăшассине çирĕп ĕнентĕр тесе тăрăшасси.

Çак тĕллеве çынна хумхантаракан ыйтусене çăмăл майпа тата хăвăрт татса панипе пурнăçлама пулать. Шăпах çавăнпа ĕнтĕ электрон сервисĕсемпе системисене шутласа кăларса аталантарса пыраççĕ. Кунта чи малтан «Патшалăх çăмăллăхĕсем» («Госуслуги») портала кĕртмелле.

Çак портал пирки тĕплĕн ăнлантарса пани кирлех те мар пуль. Вăл çынсем талăк хушшинче усă куракан чи активлă цифра экосистемисем хушшинче пиллĕкмĕш вырăнта тăрать.

2023-çул кăтартăвĕсем тăрăх, «Патшалăх çăмăллăхĕсем» порталта Чăваш Республикинче пурăнакан 922 пин ытла çын регистрациленни паллă. Вĕсен 62 проценчĕ (14 çултан тата аслăрах 573,5 пин çын) порталпа активлă усă курнă тата онлайн çăмăллăхĕсене шыранă.

Усă куракансен активлăхне «Патшалăх çăмăллăхĕсен» сечĕпе тивĕçтерекен центр нумайланни те чылай ỹстернĕ. Чăваш Республикинче паян çавăн пек центр 436 шутланать. Специалистсем порталта регистрациленме, пароль лартма тата çын кам пулнине çирĕплетме пулăшаççĕ. Çăмăллăхсене электрон майĕпе илни вăл е ку учреждение кайса хаклă вăхăта сая ярассинчен хăтарать.

Паян Чăваш Енре пурăнакансене электрон майĕпе 110 çăмăллăх параççĕ, çав шутра 88-шĕ _ социаллă пысăк пĕлтерĕшли.

Ас тăватпăр-ха, 2020-çулта республикăра социаллă пĕлтерĕшлĕ çăмăллăхсенчен пĕрне те илме пултараймастăмăр. 2021-çулта старт илнĕ цифровизаци 700,6 пин ытла çынна цифра пулăшнипе çăмăллăхсемпе усă курма май пачĕ. Шăпах çавăн чухлĕ çын юлашки 3 çул хушшинче (2021-2023 çулсенче) социаллă пĕлтерĕшлĕ çăмăллăхсене электрон майĕпе илме пултарчĕ.

Онлайн патшалăх тата муниципалитет çăмăллăхсен шутне çултан çулах ỹстерсе пырать. Енчен те 2022-çулта массăллă социаллă çăмăллăхĕсене электрон майĕпе илекенсен йышĕ 52,7 процентпа танлашнă пулсан, 2023-çул кăтартăвĕсем тăрăх 79,9 процента çитнĕ.

Чăваш Енре чи нумай усă куракан регион тата муниципалитет çăмăллăхсен шутне 2023-çулта çаксем кĕнĕ:

_ шкула кайма çырăнасси: 2023-çулта _ 18083 е 2022-çултинчен 41,9 процент ытла- рах заявлени панă;

_ хăй çỹрен машинăсене техосмотр витĕр кăларасси: 2023-çулта _ 11705 е 2022-çултинчен 6273 заявлени нумайрах панă;

_ вăтам професси пĕлĕвĕ паракан организацисене вĕренме кĕме заявлени йышăнасси тата регистрацилесси: 2023-çулта – 10109 е 2022-çултинчен 6 хут нумайрах заявлени;

_ хăй çỹрен машинăсене патшалăх регистрацийĕ витĕр кăларасси: 2023-çулта _ 8704 е 2022-çултинчен 2,5 хут нумайрах заявлени;

_ хăй çỹрен машинăсене тытса пыма право илмелли экзамен парасси: 2023-çулта _ 6792 е 2022-çултинчен 79 процент нумайрах заявлени.

Чăваш Республикинче 2023-çулта чи нумай усă куракан федераци çăмăллăхĕсем çаксем пулнă: врач патне çырăнасси (941,8 пин çын), ĕç кĕнекинчен çырса илнине (выписка) парасси (196,4 пин çын), пĕрлехи пособи тỹлесси (159,5 пин çын).

Патшалăх çăмăллăхĕсемпе сервиссене аталантарасси, вĕсене электрон формачĕ çине куçарасси малалла пырать. Çак мероприятисене «Раççей Федерацийĕн цифра экономики» Наци проекчĕн программинче палăртса хăварнă. Сăмахран, граждансем патшалăхпа çыхăнса ĕçлесси «виçĕ нуль»концепципе килĕшỹллĕн аталанса пырать.

_ гражданин нимĕнле документпа справка тăратмасăрах электрон формачĕ çине кĕме пултарать;

_ ведомствăсем хушшинчи ыйтусене автомат майĕпе, çийĕнчех татса параççĕ;

_ электрон форматĕнчен нимĕнле хутсăрах, онлайн-режимпа тухма май пур.

Ку ĕçре кăтартусен витрини пысăк усă парать. Вăл вăхăта перекетлет тата влаç органĕсен хуравне автомат майĕпе илме пулать.

Чăваш Енре кăтартусен 4 витрини ĕçлет, çакă граждансем Пĕрлехи портал урлă çăмăллăхсем илмелли ĕçе нумай хăвăртлатать. 2024-çул вĕçĕнче çĕнĕ витрина – «Врач патне йышăнăва кĕме çырăнасси» _ ĕçлеме пуçлать.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика