23 января 2024 г.
Вунă çул каярах кăна-ха пыл хурчĕ пек сĕрлесе тăратчĕ Пуянкасси шкулĕ. Ун чухне вăл тĕп шкулччĕ, кăшт маларах вăтам шкул статусĕпе тăратчĕ. Мĕн чухлĕ уçă урок итлемен-ши кунта районти учительсем, мĕн чухлĕ уçă мероприятирен ăс, опыт илмен-ши тата! Мĕн чухлĕ паллă çын тухман-ши Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕнчен!
Паян вара... Аякранах мăнаçлăн, илемлĕн курăнакан пĕлỹ çурчĕ хăй патне кăчăк туртсан та, шала кĕрсен чĕрем пăчăртанса илет, куçран куççуль тухать... Хăтлă, паянхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен (!) вĕренỹ учрежденийĕ, хỹтлĕхсĕр тăлăх евĕр, пушанса юлнă пỹлĕмсемпе кĕтсе илет. Чуна йывăр тунсăх пусать... Асăма вырăссен паллă çыравçи Антон Чехов сăмахĕсем савăлпа çапнă пек вырнаçаççĕ: «Больницăсемпе шкулсене пăрахăçласси çынна сипленипе вĕрентнинчен çăмăлрах...»
Çакăн пек туйăм çавăрса илчĕ мана, хаçатçа, ĕçĕмри тивĕçĕмпе çак вĕренỹ учрежденине лексен. ...
Пуянкасси пуçламăш шкулĕнче пỹрнепе шутласа кăлармалăхах сахал ача ăс пухать. Вун иккĕн вĕсем. Уроксене кĕрсех паллашрăмăр вĕсемпе. 1-2-мĕшсене Татьяна Гордеева вĕрентет. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра аслă пĕлỹ илнĕскер, акăлчан чĕлхипе пĕлỹ пама та пултарать. Маларах Виçпỹрт Шăмăршă шкулĕнче ĕçлесе пуян опыт пухнăскер, Татьяна Анатольевна кунти ачасемпе те пĕр чĕлхе тупнă. Математика, технологи, физкультура _ вĕренекенсен юратнă предмечĕсем. Ирина Никифорова ертсе пынипе виççĕмĕшсем пĕлỹ гранитне «катаççĕ». Математика, литература вулавĕн, чăваш тата вырăс чĕлхисен, тавралăхри тĕнче (окружающий мир), музыка, ИЗО, физкультура урокĕсене юратаççĕ. Тутарстанри Теччĕри педагогика училищинче тата Пушкăртстанри ВВЭГУра илнĕ пĕлỹ тата вăтăр çулхи ĕç стажĕ Ирина Николаевнăна темле йывăрлăха парăнтарма та пулăшать. Наталья Пушкинăн вĕренекенĕсем 4-мĕшне çитнĕ. Класривиçĕ ачана, сывлăх тата аталану шайне кура, виçĕ тĕрлĕ программăпа вĕрентмелле. Пĕртте çăмăл мар! Ульяновск облаçĕнчи Сенгилей педучилищинче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра туптаннă ăс-хакăлпа методика Наталья Ивановнăна вăйлă пиçĕхтернĕ. Тăваттăмĕшсем класс тулашĕнчи мероприятисенче питĕ маттур. Округ шайĕнчи «Асам» театр конкурсĕнче «Керменкке» юмаха кăтартса çĕнтерни, Чăваш чĕлхи кунне уявлама хутшăнни, «Чикĕсĕр пултарулăх» онлайн конкурса хутшăнни _ хăех вĕсен артистла ăсталăхĕ пирки çирĕплетет. Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх тата Раççейри Педагог тата наставник çулталăкне вĕçленине халалланă концертра çамрăк артистсем ташшипе тĕлĕнтерчĕç. Çапла, вĕрентỹпе воспитани ĕçне чунтан парăннă пĕрремĕш категорири вĕрентекенсем.
Учрежденин шкулчченхи «Теремок» ушкăнĕн занятийĕнче те пулса куртăмăр. Марина Ефимова воспитательпе (11 çул ĕçлет) ун пулăшуçи Людмила Юманова (38 çул тимлет, çав шутра заведующинче 16 çул ĕçленĕ) шăпăрлансен пурнăçне кăсăклă та усăллă ирттерме тăрăшаççĕ. Юрра-ташша, сăвă калама, тĕрлĕ роле калăплама ăста арçын ачасемпе хĕрачасем. Пире чăвашла вăйă выляса кăтартнă май шут сăввине харăс каларĕç, кукамайпа асанне çинчен селĕм юрă шăрантарчĕç. Тайма пуçăмăр Сире, Марина Ивановна, Людмила Николаевна, пĕчĕккисен чунĕ патне çул хывса вĕсенчен чăн-чăн Çын пулма вĕрентнĕшĕн.
Мĕн тетĕн, вулаканăм, пĕлỹ çурчĕн воспитанникĕсем ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Надежда Федотова ертсе пынипе, вырăнти Çĕнĕ çулхи йăла-йĕркене _ юмăç пăхассине _ урамра кăтартса пачĕç. Ĕлĕк хĕрсемпе каччăсем хăйсем валли мăшăр епле суйланине евĕрлерĕç: сурхури такмакне каласа кил хуçине ырă сунчĕç, хỹме урлă кăçатă ывăтса, решеткесене хăлаçласа тытса, пуçа витре тăхăнса, юр çинче мĕлке хăварса малашнехи шăпи мĕнле пуласса «палăртрĕç». Кăсăклă, илемлĕ, хавхалануллă пулчĕ! Тав сире асаннемĕрсен йăли-йĕркине куç шăрçи пек упранăшăн, çамрăк тусăмăрсем!
Çитĕнекен ăрăва кунта вăхăтра витаминлă, виçеллĕ калориллĕ апат çитереççĕ. Пĕчĕккисем турилкке çине хунă-янă апата веçех çисе яраççĕ. Çапла пулмасăр, _ 20 çулхи ĕç стажĕпе, чун ăшшипе тăвать хăй ĕçне Альбина Морозова. Мухтав çынна юрăхлă ĕçĕршĕн, Альбина Николаевна!
_ Пуянкасси ача сачĕпе шкулне çỹрекенсен шучĕ çулсерен чакать, _ чун ыратăвне пытараймасть коллектив ертỹçи Людмила Бондареева. Ку Кахăрлă Шăхальпе Пуянкассинче ачасем сахаллинчен кăна килмест. Кунсерен икĕ (!) автобус тулли ача ларса каять округ центрĕнчи вăтам шкула. 5_11-классемпе пĕрлех 1_4-классенче вĕренекенсем те çỹреççĕ Шăмăршă вăтам шкулне. Вĕсем тăван ялтах вĕреннĕ пулсан, пирĕн шкулăмăр тăлăххăн пушанса юлмĕччĕ.
Ăнланмалла Людмила Васильевна пăшăрханăвне. 1987-çултанпа тимлет вăл кунта. Вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ вуншар çул директорăн вĕренỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕн тата директорăн йывăр лавне туртнă-туртать. Пултаруллă ĕçтешĕсем ĕçсĕр юлни е тĕрлĕ çĕре саланни те пăшăрхантарать ăна. Паллах, ачасем вырăнтах пĕлỹпе воспитани илме май пур çĕртех ют шкула вĕренме çỹрени чунне ыраттарать...
Енчен те çỹлти чиновниксем вĕренỹпе воспитани процесне тĕрĕсрех йĕркеленĕ пулсан, çак çивĕч ыйтăва татса пама пулатчех. Пусарсах калатпăр, çамрăк ăрăвăн хăйĕн тăван ялĕнчех пĕтĕмĕшле пĕлĕве алла илмелле. Унсăрăн шкул та хупăнать, ял та пĕтет.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"