Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шамарша гренадересем

05 апреля 2023 г.

Шамарша гренадересем

РАÇÇЕЙРЕ гренадер çарĕсем XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче - Пĕрремĕш Петĕр патшан анлă реформисем вăхăтĕнче - йĕркеленнĕ. Патша Указĕпе 1704 çулта çарта гренадер полкĕсемпе ротисем туса хунă.

Гренадер çарĕсене 180 сантиметртан çỹллĕрех, вăй-хал тĕлĕшĕнчен юман пек çирĕп арçынсене çеç илнĕ. Пĕр килограмм йывăрăш фитиль гранатине тăшман çине ывăтма çавнашкал улăп пек патвар çынсем çеç пултарнă.

Гренадерсем пехотăри салтаксенчен тумĕпе тата хĕç-пăшалĕпе те уйрăлса тăнă. «Гренадерка» текен шĕлепкепе çỹренĕ. Гранатăсăр пуçне çурăм хыçне пăшал та çакнă. Çапăçу вăхăтĕнче гренадер полкĕсем яланах малти ретре пулнă. Хăйне çирĕплетсе панă 5 гранатăна та тăшман çине ывăтсан гренадер аллине пăшал тытнă.

Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕнче упранакан документсенче эпĕ пирĕн Шăмăршă тăрăхĕнчен Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă тата гренадер полкĕнче службăра тăнă çынсене шыраса тупрăм. Акă Пăчăрлă Пашьел çынни Порфирий Семенович Уресметов рядовой - 2 метр та 15 сантиметр çỹллĕш, улăп пек патвар арçын - 5-мĕш Киевский гренадер полкĕнче çапăçнă. Çак ялтан тухнă тепĕр пăхаттир те - Порфирий Семеновичран кăшт çеç лутрарах Павел Иванович Саминов - 3-мĕш гренадер Перновский полкĕнче службăра тăнă.

Шамккай çынни Владимир Петрович Козлов та 3-мĕш Перновский полкĕн гренадерĕ пулнă. Никишино ялĕнчен патша çарне илнĕ Николай Иванович Корчагин 4-мĕш Несвижский гренадер полкĕнче çапăçнă.

Николай Филиппович Ериськинпа Владимир Петрович Козлов - иккĕшĕ те Шамккай ялĕнчен - 3-мĕш Перновский гренадер полкĕнче салтак службине ирттернĕ.

Вырăс Чукалти Василий Константинович Дудкин та - çак полк гренадерĕ. Пернов полкĕнче Асанкасси чăвашĕ Петр Алексеевич Кадеев, Кивĕ Чукалти Павел Никифорович Денисов гренадерсем те çапăçнă. Вырăс Чукалĕнчи Николай Григорьевич Рубцов 1-мĕш лейб-гренадер Екатеринослав полкĕнче службăра тăни паллă.

Палтиел çынни Имшахирьян Валиуллович Валиуллин та - гренадер. Вăл 14-мĕш гренадерски Грузи полкĕн рядовойĕ пулнă. Михаил Васильевич Бочуров та çак ялтанах: вăл 1-мĕш лейб-гренадерски Екатеринов полкĕн рядовойĕ.

Василий Иванович Ермолаевпа Семен Тихонович Кузнецов - Шăмăршăран. Василий - 4-мĕш гренадерски Несвижский полкра, Семен 3-мĕш гренадерски Перновский полкра çапăçнă. Çак ял çынни Николай Алексеевич Кириллов та 4-мĕш гренадерски Несвижский полкра службине ирттернĕ.

Анат Чаткас çамрăкĕ Дмитрий Васильевич Еремеев 1-мĕш лейб-гренадерски Екатеринослав полкĕнче службăра тăнă чух йывăр аманнă, контузи илнĕ. Екатеринослав полкĕнче Шăмăршă çынни Александр Иванович Мазолов гренадер те салтак тивĕçне пурнăçланă.

Пуянкасси чăвашĕ Егор Никонорович Иванов - 4-мĕш гренадерски Несвижски полкра, Палтиел çынни Тимофей Верьялов 8-мĕш гренадерски Мускав полкĕнче çапăçнă. Верьялов аслă унтер-офицера çити çĕкленнĕ.

Виçпỹрт Шăмăршăри Эмир Мульдияров - 1-мĕшлейб-гренадерски Екатеринослав полкĕнче, Яков Николаевич Юманов - 4-мĕш гренадерски Несвижский полкра, Патирекри Ларион Трофимович Обожгеевпа Виçпỹрт Шăмăршăри Епифан Петрович Ишуков - лейб- гварди Гренадерский полкра, Карапай Шăмăршăри Ксенофонт Лукьянович Акимовпа Иван Афанасьевич Никитин - лейб-гварди Литовский полкра, Шăмăршăри Иван Акимович Фролов кĕçĕн унтер-офицер - 15-мĕш гренадерски Тифлис полкĕнче, Тури Чаткасри Алексей Трофимович Кошкинпа Васанти Михаил Алексеевич Давыдов - 4-мĕш гренадерски Несвижский полкра, Палтиелĕнчи Шакирзян Валиуллов - 14-мĕш гренадерски Грузинский полкра, Пуянкассинчи Егор Никонорович Иванов - 4-мĕш гренадерски Несвижский полкра, Тури Чаткасри Семен Никитич Савельев 1-мĕш лейбгренадерски Екатеринослав полкĕнче службăра тăнă.

Хамăр енчен тухнă гренадерсемпе - улăп пек çỹллĕ, упа пек вăйлă, çапăçура арăслан пек хăюллă çынсемпе - эпир тивĕçлипе мухтанма пултаратпăр. Вĕсенчен нумайăшĕ патша çарĕнчи пысăк наградăна - Георгий хĕресне илме тивĕçнĕ. «Да, были люди в наше время», - вырăссен паллă поэчĕ Михаил Лермонтов çак йĕркесене пирĕн гренадерсем çинчен çырнăнах туйăнать.

Ив.САЛАНДАЕВ, таврапĕлỹçĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика