27 января 2022 г.
ХĔЛЛЕХИ вăхăтра çул-йĕре йĕркеллĕ тытни - çулсене сезонлă пăхса тăрассипе çыхăннă ĕçсен пысăк пайĕ. Çак тапхăрта çулсен тăрăмĕ мĕнле пулнинчен çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ те, унăн пахалăхĕ те килет.
Иртсе çỹрекен çула юртан хăш вăхăтра тасатмалла? Çак ыйту район çыннисене кăсăклантарнипе юра тасатмалли йĕркепе паллаштаратпăр.
Пирĕн тăрăхри ялсене пĕрлештерекен çулсем 4-5 категорисене кĕреççĕ. Пиллĕкмĕш категорири çулсен иртен-çỹрен пайне юр çуса иртнĕ е çил-тăман вĕçленнĕ вăхăтран пуçласа 12 сехет хушшинче юртан пĕтĕмпех тасатмалла. Çул-йĕр айккисене юртан тасатас ĕçе вара, иртсе çỹрекен çула уçса пĕтерсен 15 сехет хушшинче вĕçлемелле.
Юр çунă е çил-тăман тустарнă вăхăтра çул-йĕре уçса пĕтериччен 5-категорие кĕрекен çулсен иртен-çỹрен пайĕ çинче çемçе юрăн хулăнăшĕ 5 сантиметртан иртмелле мар. Çул хĕрринчи юр хулăнăшĕн норми çук. Çул айккин сарлакăшĕн 50 процентне тасатма ирĕк параççĕ. Çул хĕресленнĕ çĕрте çул айккинчи юр куписен çỹл-лĕшĕ хĕреслениччен 150 м аякра, çур метртан ытларах хулăн пулмалла мар. Транспорт çỹревĕн интенсивлăхĕ талăкра 1500 а\м каярах пулсан, çулсен иртен-çỹрен пайĕ çинче тачă юр çийĕ (снежный накат) пулма юрать.
Тăваттăмĕш категорири çулсен иртен-çỹрен пайне юр çуса иртнĕ е çил-тăман вĕçленнĕ хыççăн 6 сехет хушшинче йăлтах уçса пĕтермелле. Çак ĕçе вĕçлесен çул-йĕр хĕррисене те юртан пĕтĕмпех тасатмалла (15 сехет хушшинче).
Юр çунă е çил-тăман тустарнă вăхăтра çул-йĕре уçса пĕтериччен 4-категорие кĕрекен çулсен иртен-çỹрен пайĕ çинче 2 см (ялти урамсенче - 4 см) хулăнăш çемçе юр пулма юрать. Çул хĕрринчи юр хулăнăшне нормăламан. Çул айккине сарлакăшĕнчен 50 процентне тасатма май параççĕ. Çул хĕресленнĕ çĕрте çул хĕрринчи юр куписен çỹллĕшĕ ку тĕлтен 150 м аякра, 0,5 метртан çỹллĕрех пулмалла мар. Транспорт çỹревĕн интенсивлăхĕ талăкра 1500 а\м каярах пулсан, çулсен иртен-çỹрен пайĕ çинче тачă юр çийĕ (снежный накат) пулнине хирĕçлемеççĕ.
А.КОКУРКИН, район администрацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ.