Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кану паркĕнче - генерал-майор бюсчĕ

29 ноября 2021 г.

"Манăн район - манăн мăнаçлăх" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Шăмăршăри Культура çурчĕ çумĕнчи В.Никифоров генерал-майор ячĕллĕ Кану паркĕ район çыннисемшĕн те, хăнасемшĕн те илĕртỹллĕ, вăхăта усăллă ирттермелли вырăн пулса тăчĕ. Кунта шăпăрлансемшĕн ача-пăча площадки янтă: çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те выляма, сывлăха çирĕплетме аван. Çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ памашкăн услови çителĕклĕ. 

Çĕр-шывăмăрăн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен тĕрлĕ тĕсĕпе çыхăннă банерсем, хамăр районти ентешсене - пограничниксене, ракетчиксене, 1945-1994 çулсенче ГСВГра службăра тăнисене, 1986-1987 çулсенче Чернобыльти АЭС аварине сирсе яма хутшăннисене, воин-интернационалистсене тата хĕç-пăшаллă хирĕçỹсенче пулнисене - халалласа лартнă стелăсем пирте мăнаçлăх çуратаççĕ. Ахальтен мар çỹлерех асăннă çарсен подразделенийĕсенче службăра тăнă ветерансем уявсенче çакăнта килсе чечек кăшăлĕ (венок), гирлянда хураççĕ, митинг ирттереççĕ. 

...Ноябрĕн 19-мĕшĕнче, çыхăну çар начальникĕн Василий Никифоровăн, 100 çулхи юбилейне паллă тунă кун, Шăмăршă ялĕнче çуралса ỹснĕ генерал-майорăн бюстне чаплă ларă-тăрура уçрĕç. 

Районти ертỹçĕсемпе уяв хăнисем - Томскри Хĕрлĕ Ялав орденлĕ аслă команднăй çыхăну çар училищинче офицер ятне илнĕ ентешсемпе аякри хуласенчен килнĕ çар çыннисем - хĕвел тĕслĕ пусмапа витнĕ постамент патне пуçтарăнчĕç. Ун икĕ енче - хисеплĕ хуралта тăракан çамрăк армеецсем. Постамента çавăрса илнĕ хĕрлĕ хăйăвăн вĕçĕсене, фанфарăсен чун хĕлĕхне хускатакан сасси янранă май, чăваш наци тумĕллĕ хĕрсем хисеплĕ çынсене тыттараççĕ. Вĕсем - район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, хăй тĕллĕн ĕçлекен организацин - «Хăрушсăрлăх шкулĕ» Ассоциацин Президенчĕ Сергей Саминский подполковник, Раççей Хĕç-пăшал вăйĕсен çыхăнăвĕн начальникĕ Вадим Малюков генерал-лейтенант. Акă вĕсем хачăпа вăрăм лентăна касса яраççĕ - тăвăллăн алă çупни илтĕнсе каять. «Ку хăю татăкĕсене наставника асра тытмалăх Çар музейне хурăпăр», - терĕç аякран çитнĕ сумлă хăнасем. Ырламалли пулăм! 

Сар шевлеллĕ пĕркенчĕк шуса аннă май куç умне «ванчăк» кирпĕчрен ăсталанă постамент, ун çинчи бордюр чулĕн технологийĕпе полимербетонран калăпланă генерал-майор бюсчĕ тухса тăрать. Пуçне мăнаçлăн каçăртнăскер, вичкĕн куçĕпе малалла тинкерекенскер, пире Тăван çĕр-шывăмăршăн ырми-канми кĕрешме-тăрăшма чĕнекенскер. «Василий Николаевич пекех», - пахаларĕç ăна тỹ-рех. Бюст авторĕшĕн - Николай Кондрашкин художник-скульпторшăн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕшĕн чи кирлĕ сăмахсем. Мухтав кỹлепе ăстине! 

Акă паллă çар çыннине хисеп туса çамрăк армеецсем сăвă калаççĕ. 

Мухтавлă ентешĕмĕре асăнса самантлăх шăп тăнă хыççăн Никифоров ĕçне малалла тăсакансем çĕнĕ бюст умне вут пек «çулăмланакан» гвоздикăсем, чечек кăшăлĕ хучĕç. Çар тумĕллĕ кашни офицер аслă командирне чыс парса сылтăм аллине çĕклерĕ. 

...Кану паркне кĕрсен тỹрех В.Никифоровăн çỹллĕ постамент çинчи бюстне асăрхатăн. Кунта килекене кĕтсе илĕ вăл, ăсатса ярĕ. Хăй хыççăн юлнă ăрăва Тăван Çĕр-шыва шанчăклăн сыхламаллине аса илтерсех тăрĕ. Çакăнта - пирĕн Патриотăмăрăн вилĕм-сĕрлĕхĕ...

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика