09 апреля 2021 г.
Шăмăршăри "Ромашка" ача садĕнчи аслă ушкăнри шăпăрлансем Шăмăршă лесничествинче хăнара пулнă.
Вĕсем унти музее кĕрсе курнă, тĕрлĕ кайăксен юррисене итлесе киленнĕ, йывăçран хатĕрленĕ авалхи хатĕр-хĕтĕре курса тĕлĕннĕ, вăрманçăсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Пĕчĕкскерсене йывăç лартма вĕрентнĕ, çутçанталăка упрамаллине, юратмаллине каланă, йывăçсем кашласан, кайăксем юрласан тавралăх илемлĕрех пулнине ăнлантарнă.
Интереслĕ экскурси йĕркелесе панăшăн ача сачĕн ĕçченĕсемпе ачасем лесничествăн директорне А.А. Цыганова тата М.М. Азизовпа И.А. Билалова ĕçченсене тав тăваççĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"