Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак атти тăхăнаççĕ каччăсем

23 октября 2020 г.

Октябрĕн 1-мĕшĕнче кĕрхи призыв пуçланчĕ. РФ оборона министерстви çĕршывăн мĕнпур 85 субъектĕнчен 128 пин каччăна çар чаçĕсене яма планлать. Çурхи призыв вăхĕтĕнче çак цифра 135 пин пулнă. 

Çар ведомствин пичет служби палăртса иртнинчен, призывпа çыхăннă мĕнпур мероприятисем те Роспотребнадзор требованийĕсене çирĕп пăхăннипе пурнăçланаççĕ. Çар службине сывă çамрăксене кăна пухма палăртнă. Призыв тата сбор пункчĕсене ăсатнă чухне те ятарлă дезинфекци ирттернĕ автотранспортпа усă курĕç. Призывниксем, çар чаçĕсене килсе çитсен те, вĕсем икĕ эрне хушши карантинра тăрĕç. Чăваш Ен комиссариачĕ пĕлтернĕ тăрăх, каччăсене коронавирусран ятарлă тест партарĕç. 

Шăмăршă каччисем çар служби çине питĕ яваплă пăхаççĕ. Пандемипе çыхăннă лару-тăру ачасенче çĕршыва сыхлама кайма чăрмав кỹмест. Кашни каччă çĕршыв умĕнче тивĕçлĕ гражданин пулма ĕмĕтленет. 

Кĕрхи призыв декабрĕн 31-мĕшĕччен пырать. Призыв пуçлансанах вара Чăваш Енре, 8(8352)-62-12-67, 8(8352)-62-13-33 телефон номерĕсемпе призыв енĕпе "хĕрỹ лини" ĕçлеме пуçланă. Ыйтусем килсе тухсан, çак номерсемпе шăнкăравлама пултаратăр. 

Çавăн пекех, Шăмăршă тата Патăрьел районĕн çар комиссариатне те шăнкăравлăр: 

6-12-51 _ çар комиссарĕ; 

6-12-52 _ призыв уйрăмĕ. 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика