13 мая 2020 г.
Раççей Федерацийĕн Çутĕç министерстви кăçал 9 класран вĕренсе тухакансен патшалăхăн обязательнăй экзаменĕсене ирттерменнине пĕлтерчĕ. Аттестат çине лартакан паллăсем çулталăкри паллăсем мĕнлине кура пулĕç.
Шăмăршă район администрацийĕн вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Николай Ендиеров ăнлантарнă тăрăх, аттестат парассине шкулсенче массăллăн йĕркелемеççĕ. Ачасем аттестата уйрăммăн илсе вăтам шкула 10-мĕш класа кайма, çавăн пекех профессин вăтам пĕлĕвне паракан вĕренỹ учрежденийĕсене вĕренме кĕме пултараççĕ.
Чăваш Республикин вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕ Сергей Яковлев 9-мĕшсене экзамен тыттарманнин Раççей шайĕнчи йышăнăвне сывлăх сыхлав органĕсен сĕнĕвне, эпидемиологи лару-тăрăвне тата ачасемпе педагогсен сывлăхне упрамаллине шута илсе тунине каланă.
Вунпĕрмĕшсем тытакан патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене вара маларах палăртнă июнĕн 8-мĕшĕнчен каярах куçараççĕ. Кун пирки çывăх кунсенче тĕплĕнрех пĕлтерĕç. Çак экзаменсене тытассине пысăках мар улшăнусем кĕртме йышăннă: экзаменсене аслă пĕлỹ паракан шкулсене вĕренме каякансене кăна тыттарĕç. Ытти выпускниксем валли вырăс чĕлхипе тата математикăпа иртекен патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ирттерме планламаççĕ.
9-11 классенче вĕренекенсен вĕренỹ çулĕ вĕренỹ графикĕпе, шкулсем маларах йышăннипе килĕшỹллĕн вĕçленет _ майăн 25-30-мĕшĕсенче.
1-8 классенче вĕренекенсен вара майăн 18-мĕшĕнче çуллахи каникул пуçланать. Çулталăкри паллăсене çак эрнере пурне те лартса панă. Ултă кунпа вĕреннĕ шкулсенче каникул майăн 16-мĕшĕнче пуçланать.
Н.НИКОЛАЕВА.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"