Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçа тайса тав тăватпăр

08 мая 2002 г.

Пуçа тайса тав тăватпăр

ÇĔНТЕРỸ!.. Раççей патшалăхĕн историйĕнчи çак мухтавлă кун пирĕн халăхăн çирĕп туслăхне, унăн паттăрлăхĕпе виçесĕр вăй-хăватне тата Тăван çĕршыва чунтан парăннине палăртса тăрать. Майăн 9-мĕшĕ пирĕн чĕресене савăнăçлă туйăмпа, мăнаçлăхпа çупăрлать.

Çĕнтерỹ кунне кăçал яланхилле ирттереймерĕмĕр пулин те ветерансене пуç тайма, çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн хăйсен пурнăçне шеллемен салтаксене аса илме пурпĕрех май тупрăмăр.

Хаяр вăрçă çулĕсене хутшăннă хаклă ветерансен йышĕ çулсерен сахаллансах пырать. Хаçатăн иртнĕ номерĕнче çырнăччĕ ĕнтĕ, Аслă Çĕнтерỹ 75 çул çитнине Шăмăршă районĕнче пурĕ те виçĕ фронтовик çеç кĕтсе илнĕ. Майăн 9-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсене килĕсене çитсе уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов, халăха социаллă хỹтлĕхпе тивĕçтерекен пай ертỹçи Н.Федорова, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ăшшăн саламланă, Чăваш Республикин пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Николаевран тата "Чувашия" Фондран саламлă çырусем, асăнмалăх хаклă парнесем панă.

Акă вĕсем, пирĕн районта пурăнакан вăрçă паттăрĕсем:

Александр Иванович ГАРМОНЩИКОВ, Вăрнар районĕнче 1924 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче çуралнă, Пăчăрлă Пашьелĕнче пурăнать;

Федор Петрович КАРГИН, Кивĕ Шăмăршăра 1924 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнче çуралнă, тăван ялĕнче пурăнать;

Степан Федорович ЛУКЬЯНОВ, Карапай Шăмăршă ялĕнче 1926 çулхи августăн 6-мĕшĕнче çуралнă, унтах пурăнать.

Хисеплĕрен те хисеплĕ вăрçă ветеранĕсем! Эсир пире çĕршывăн ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме хавхалантарса тăратăр.

Сире чун-чĕререн çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей тата тăнăç пурнăç сунатпăр!

Г.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика