21 июня 2019 г.
Çуллахи шăрăха пусарма кашниех шыв патне туртăнать. Кам пусă-колонка шывĕпе çăвăнса уçăлать, кам çывăхри пĕвере чăмпăлтататаь, кам...
Палтиел вăрманĕнчи шыв управне куç хывнисем те нумаййăн. Кунта шыва кĕме юраманнине пĕлтерекен паллăсем ниме те пĕлтермеççĕ пулас. Пачах урăхла, шывра ишме тата карас е çăрттан тытма çул кăтартакан маяк тейĕн. Хуралçăсем талăкĕпе шыв управне хуралланине пăхмасăр, «хăюллисем» Атăла аса илтерекен тарăн шыва кĕме сĕмсĕрленеççĕ. Чăмаççĕ, ишеççĕ, вăлта е сĕреке (!) ярса пулă «сыхлаççĕ». Кимĕпе ярăнакан «маттурсенчен» тĕлĕнсе пĕтерейместĕн.
«Шывăн турачĕ çук» тенине çеç никам та картмасть. Сахал пулчĕ-и кунта инкек?! Кимĕпе çаврăнса кайнипе,çыран хĕррипе пыракан велосипед шуса кайнипе, ỹсĕрле шăмпăлтатнипе шыв тыткăнне лексе çут тĕнчерен уйрăлнă тĕслĕхсем те сахал мар пулчĕç.
Апла пулин те, шыв управне пыл патне вĕçекен сăпсасем пек иленчĕ вырăнти çын та, аякри хăна та. Çитĕнни кăна мар, çул çитмен ача-пăча та вăй-халне тарăн шывра «виçет». Ним те хăратмасть никама та! Нивушлĕ асăрханулăх,çирĕп йĕрке, ăнланулăх пĕтрĕ этем ăс-тăнĕнче!
Яваплăха çухатнă ашшĕ-амăшне куçранах питлес килет.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Сирĕн тĕпренчĕкĕрсем - чи хаклă пуянлăх. Эсир вĕсене çут тĕнче илемне туйма, халăхшăн усăллă пулма, Çĕршывăмăрăн чăн-чăн хỹтĕлевçи пулма, паллах, хăвăрăн канлĕ ватлăхăра упрама çуратнă. Сиртен нумайăшĕ ывăл-хĕрĕр каникул вăхăтĕнче мĕн тунине те, ăçта çỹренине пĕлет-и-ха?!
Çуратни çеç çителĕксĕр, - ăна упрама пĕлмелле. Сирĕн тимсĕрлĕхе пула мар-и-ха эпир çулсерен шыв мăшкăлĕ пулатпăр. Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачишĕн яваплă. Апла пулсан пепке шăпи чи малтан хăйне пурнăç пилленĕ çыннисенчен килет. Шывпа асăрхануллă пулар, çамрăк ăрăва та куçран вĕçертер мар.
З.СВЕКЛОВА.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"