14 июня 2019 г.
Мопедсемпе, велосипедсемпе ытларах шкул ачисем ярăнма кăмăллаççĕ. Çул-йĕр правилисене пĕлменни, транспорт хатĕрĕпе çỹрес енĕпе опыт пухайманни, ỹсĕмне кура çул-йĕр çинчи лару-тăрăва ăнкарайманни вĕсене час-часах йывăр лару-тăрăва кĕртсе ỹкерет.
Çул çитмен ачасем асăннă транспорт хатĕрĕсемпе çỹренĕ чух асăрханусăр пулнăран аварине лексе йывăр сусăрланнă тĕслĕх çулсеренех пулать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшне ачисене транспорт хатĕрĕсем туянса панă чух асăрхануллă пулма, кĕçĕннисене çул-йĕр правилисемпе паллаштарма ыйтас килет.
Пурлăха упрассишĕн те яваплă пулар. Транспорт хатĕрĕсене лавккана е ытти çурта кĕнĕ чух çăрапа картасенчен, ятарлă вырăнсенчен çаклатса хăварăр е паллакансене асăрхаса тăма ыйтăр.
А.КАРУКОВ,
районти полици пайĕн участковăйсен начальникĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"